ИРТНĔ икĕ çулта шăпах çак вăхăтра районти кил-çуртра унта та кунта хур-кăвакал, чăх-чĕп тытса юнне ĕмсе вĕлернĕ тĕслĕхсем пирки çынсем хĕрсех калаçрĕç. Картана çĕмĕрсе кĕрекен чĕр чуна пĕрисем чупокабра, теприсем выçă анчăк тесе хак пачĕç. Хальхи вăхăтра каллех тăватă ураллă сăтăрçăсем тупăннă-мĕн. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакан хĕрарăмăн картинчи 15 пысăк чăхне вĕлернĕ те тарнă. Кирек мĕнле тискер чун пулсан та унтан асăрханмах, ăна тытма тăрăшмах тивет.
Ноябрь 2024 |