Виçĕ вĕрентекенĕ те Ыхра Çырминчи вăтам шкултан

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2019, 15:58 Просмотров: 271

ÇАК кунсенче чăваш, тутар тата мордва чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен методика фестивалĕ иртнĕ. Унта тăван чĕлхен ытарлăхĕпе мăнаçланакан, ачасене литература вăрттăнлăхне çĕнĕ те пуян методикăпа вĕрентекен сумлă учительсем хутшăннă. Фестиваль программипе килĕшỹллĕн комиссие тивĕçтерекен уçă уроксем парса тата ытти ĕçсем тăратса Ыхра Çырминчи вăтам шкулти харăсах виçĕ вĕрентекен призерсем пулнă: тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен З. Тазетдинова пĕрремĕш, Г. Тазетдинова иккĕмĕш, чăваш чĕлхи малашлăхĕшĕн хыпса çунакан хастар С. Кулакова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсем пурте çак коллективра хисеплĕ те ăста, аслă категориллĕ учительсем. Кăçалхи вĕрентỹ çулне вĕçлес умĕн педагогика коллективне ырă хыпара пĕрле пайлама çав тери кăмăллă пулнă.

Çак фестивальтех Шăнкăртамри вăтам шкулти З. Мтеева та тивĕçлĕ ĕçсем тăратса призлă вырăна çĕнсе илнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика