ИНКЕК куçа курăнса килмест теççĕ. Анчах чылай чухне унтан хамăрăн асăрханма, сыхă пулма тивет. Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра çеç мар, Раççейри ытти субъектсенче те тĕрлĕрен электронлă адреспа объектсене минăланă текен хыпар нумайланнине кура РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çакнашкал усалтан асăрханма ыйтать. Енчен те çакăн пек хăрушлăх пирки пĕлсен çийĕнчех 02, 8(83532) 6-14-92 е 102 (кĕсъе телефонĕнчен) телефонсемпе е анонимлă хыпар пирки РФ хăрушсăрлăх службин управленин Чăваш Республикинчи адресĕ (Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.) çине ямалла.
Ноябрь 2024 |