Пĕлтĕрхи йăнăша кăçал тăвас марччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2019, 16:15 Просмотров: 395

ИРТНĔ çулхи утă уйăхĕнче Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче пурăнакансен кайăк-кĕшĕкне пуçтарса илме тиврĕ. Сăлтавĕ - çак касра кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртни. Пĕлтĕр республикипе сакăр района хур кăтартрĕ çак чир. Хальхи вăхăтра та килти хушма хуçалăхсенче ял çыннисем хур-кăвакал, чăх-чĕп çитĕнтереççĕ. Хĕрỹ сезон малалла тăсăлать темелле. Çавăнпа та иртнĕ çулхи йăнăша тăвас мар, çавăн пек амакран асăрханас тĕллевпе района вакцина кỹрсе килнĕ, ăна кашни ял тăрăхнех валеçеççĕ. Районти ветеринари службин ертỹçи Петр Ефимов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче вĕсен специалисчĕсем кайăк-кĕшĕке прививка тума пикенеççĕ, вĕсене урама кăлармалла мар. Ку тĕлĕшпе хамăрăн та асăрханмалла. Чăх-чĕпе Патăрьелĕнчи ДПМК "Батыревский" общество территорийĕнче йĕркеленĕ пасартан, лицензи пур сутуçăран çеç туянмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика