ИЮНĔН 15-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсем пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене асăнĕç, масар çине кайса вил тăприсем умĕнче пуç тайĕç, чечек кăшăлĕ хурĕç, çурта çутĕç. Унччен шутлă кунсем çеç юлчĕç темелле. Çавăнпа та кашни ялтах масар территоринче тата унăн таврашĕнче типнĕ курăксене пуçтармалла, хăрнă йывăçсене касмалла, картисене тирпейлемелле тата ытти те. Урăхла каласан, çак кунсенче халăхпа кар тăрса субботник йĕркелемелле.
Хăш-пĕр ялта сăваплă ĕçе ушкăнпа хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Акă, çак кунсенче çеç Çĕньял ял тăрăхĕнчи Анат Тăрмăшĕнче ентешĕсем канлĕх тупнă вырăна тасатас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Ял старости Л. Мерзлова ертсе пынипе алла яхăн хастар субботника кăмăлтан хутшăннă.
Ноябрь 2024 |