ÇУЛЛА пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çанталăк ăшăтнă май вара ача-пăча, шăпăрлан, çав шутра аслисем те сулхăна çеç мар, шыв хĕрринелле те туртăнасси каламасăрах паллă. Шăрăхра камăн уçăлас, чун киленĕçне тупас килмĕ-ха? Çакăн пек çанталăк вара пуриншĕн те ултавлă. Типĕ те пăчă çанталăкра пушар тухас хăрушлăх çеç мар, шывра инкек курасси те пысăк. Уйрăмах çуллахи каникулта ашшĕ-амăшĕн, аслисен çул çитмен ачисене куçран вĕçертмелле мар. Темиçе кун каялла çеç МИХ хатĕрĕсенче кỹршĕри Елчĕк районĕнчи пĕр ялта ултă çулхи ача шывра путса вилнине çырчĕç. Инкек куçа курăнса килмест. Çапах асăрхансан унтан пăрăнса иртме те пулать. Хĕвеллĕ çанталăк никама та пăшăрхану ан кỹтĕр.
Ноябрь 2024 |