ÇУ уйăхĕн 17-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çулсерен иртекен "Ĕçе - велосипедпа" ("На работу на велосипеде") акци иртнĕ. Çакна пĕлекенни пĕлнĕ, илтменни пĕлмесĕрех юлнă-тăр. Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Васильев вара çакна малтанах çамки çине картса хунă. Акци кунхине вăл ытти çулсенчи пекех ĕçе çуран та, автомашинăпа та мар, икĕ ураллă "хурçă утпа" тухнă. "Эрнере 30 çухрăм велосипедпа, вунă çухрăм çуран чупатăп, ытти чухне Патăрьелĕнчи ФСКна бассейна ишме çỹретĕп",-тет ял пуçлăхĕ ыттисене те спортпа çывăх пулма хавхалантарса. Сăмах май каласан, тухтăрсем кашни кун çур сехет велосипедпа ярăнни сывлăхшăн та усăллă, кăмăл-туйăма та лайăхлатнине çирĕплетеççĕ.
Ноябрь 2024 |