Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра пысăк районсенчен пĕри: 19 ял тăрăхĕнче 56 ял. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчи ыйтусене татса панă чухне хутшăнса ĕçлеме старостăсене пысăк ирĕк пачĕç, вĕсен статусне çирĕплетрĕç. Çакă, паллах, чăн малтанах ял пуçлăхĕсемшĕн пысăк çăмăллăх темелле. Пирĕн районта та кашни ялтах граждансен пухăвĕсенче çак обществăлла тивĕçе пурнăçласа пыракансене суйланă. Вĕсенчен чылайăшĕ пысăк опытлă, маларах та староста пулнăскерсем. Пăлапуç Нурăсĕнчи Римма Гладкова та тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах ял халăхĕн пурнăçĕшĕн, ырă улшăнусемшĕн, тирпей-илемшĕн чунне парса тăрăшать. Ватăпа та, çамрăкпа та пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, ял тăрăх пуçлăхне чылай ĕçре пысăк пулăшу парать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçне республика шайĕнче те пысăка хурса хакланă, "Чăваш Республикинчи ялти чи лайăх староста" хисеплĕ ят панă.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |