"Пурнăç лайăх, пурнăç ырă пурăнма пĕлсен кăна"

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2019, 17:20 Просмотров: 305

Çак сăмахсене Тăрăн ял старости П. Думилин калаçура темиçе хутчен те усă курчĕ. Çывăх кунсенче çитмĕл çул тултаракан хисеплĕ çын хăйĕн шухăшне ытарлăхшăн е капăрлатса, хăпартса каламанни тỹрех сисĕнчĕ. Петр Павлович чунĕпе таса та тỹрĕ кăмăллă пулнăранах ăна ял çыннисем çамрăкрах чухне темиçе хутчен те ял тăрăх депутатне суйланă. Халĕ, акă, çулĕсем шултăраланнине пăхмасăрах обществăшăн тепĕр усăллă тивĕçе- староста ĕçне - пурнăçласа пыма шаннă. Иртнĕ уйăхра районта муниципалитет службинче тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă тунă кунхине ытти ĕçтешĕсемпе пĕрлех ăна та староста статусне ĕнентерекен удостоверение парса чыс турĕç.

-250 хуçалăхлă ялта халăхпа власть хушшинчи çыхăнăва тирпейлесе пыма, ял çыннипе пĕр чĕлхе тупса староста ĕçне ятарласа кỹлĕнни август уйăхĕнче 11 çул çитет. Тĕрĕссипе вара обществăшăн, ялшăн, хамăр пурăнакан тавралăхшăн тăрăшасси маларахах, комплекслă бригадăн бригадирĕнче ĕçленĕ вăхăтрах пулса пынă тесшĕн. Сăмах май каласан, 26 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшрăм эпĕ çак çăмăл мар тивĕçре,- сăпайлăн çеç пуçларĕ калаçăва Петр Павлович.

Ял хушшинче ят-сум çĕнсе илесси кашнийĕн пулмасть. Ун валли Турă панă пултарулăх та, чун тасалăхĕ те, обществăшăн хыпса çунни те кирлĕ. Тăрăн ял старостин çак ырă енсем çамрăкранпах туптаннă. Каччă пурин куçĕ умĕнче те çитĕннĕ: шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Иран чиккинче çар хĕсметĕнче пулнă, Чернобыльти атомла электростанцинчи аварие ликвидациленĕ çĕре (вăл районти чернобылецсен ертỹçи) хутшăннă, хуçалăх ĕçĕнче тăрăшнă, çурт хăпартнă, йывăçсем ĕрчетнĕ, мăшăрĕпе ача-пăча çуратса пил панă... Пурнăçĕ ăна ылтăн сăпкара сиктермен пулин те, паян унăн ỹкĕнсе чавсана çыртмалли çук. Ахальтен мар староста килти пысăк хуçалăхра ĕçлеме те (виçĕ ĕне, лаша тата ытти выльăх йышлă), чиркĕве çỹресе чунне тасатма та, ял халăхĕшĕн усăллă ĕç тума та ĕлкĕрет. Хăйсем пурăнакан Зеленая урамри тарăн варти паян кашлакан йăмрасем те Петр Павлович йĕркелесе лартнăскерсемех. Хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай-нумай йывăç лартнă вăл.

Урамри каçмасене, ялти кĕперсене пăхса тăрасси, масар çинче тата ун таврашĕнче, кĕлĕ пỹртĕнче тирпейлĕх тытасси, çулсене йĕркене кĕртме пулăшасси хăйĕн тивĕçĕ тесех шутлать Петр Павлович. Акă, Тăрăнта ял çумĕнчех староста пуçарăвĕпе ĕнесене юн илмелли ятарлă вырăн тунă. Куншăн ял çынни çеç мар, ветработниксем те савăнса пĕтеймеççĕ. Хальхи вăхăтра "халăх тарçи" вырăнти влаçпа пĕрле масар патне пыракан çула тирпейлессишĕн тăрăшать. Çак тĕллевпе пуçару бюджечĕн меслечĕпе ултçĕр метра яхăн çула сарма шутлаççĕ. "Ял çыннисем ку тĕлĕшпе пурте пĕр шухăшлă. Укçа-тенкĕ пуçтарнă чухне те ĕç кал-кал пырать темелле. Сăваплă вырăна пăхса тăрасси пурин тивĕçĕ те тесе шутлатăп. Масарта кашнийĕн тăванĕ, çывăх çынни выртать- çке... Ун пек ĕçшĕн хирĕç пулмалла та мар",- терĕ вăл вырăнти влаçпа пĕрле пурнăçламалли малашлăх планĕпе паллаштарнă май.

Ял старости халăхпа çеç мар, хуçалăх ертỹçипе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарни те пĕлтерĕшлĕ, пысăк пулăшу. Ахальтен мар ĕнтĕ кĕперсене юсама та, çулсене тасатса хыртарма та "Исток" çĕр ĕç фирми тăтăшах алă тăсса пулăшать. Халăхпа тата влаçпа килĕштерсе пурăнакан вара халсăр мар.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика