КАШНИ çын юбилейĕ тĕлне çакăн пек парне тăваймасть. Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова вара çаврака çуралнă кунне хăйне çеç мар, вулакансене те "Шкул вальсне" парнеленĕ. Улттăмĕш теçетке тултарнă ятпа пиçсе тухнă авторăн виççĕмĕш кĕнекинче чи кăсăклă калавсемпе тĕрленчĕксем, тĕпчев ĕçĕсемпе статьясем, сăвăсемпе поэма вырăн тупнă. Мария Ильинична паян пысăк "лава" кỹлĕннине пăхмасăрах хăйĕн чун канăçлăхне творчествăра туптать, пушă вăхăтра йĕрке çумне йĕрке шăрçалать. "...Ыттисемпе танлаштарсан Мария Мадюкова сăвви-юрринче ахаль сăвăç пултарулăхĕ çеç мар, калас тенĕ шухăша шалтан, тĕпрен авăсса илнĕ тарăнлăх пурри сисĕнет..." - çапла хак парать унăн черетлĕ "чун апатне" филологи наукисен кандидачĕ Николай Осипов доцент.
Ноябрь 2024 |