Ỹсĕр тата водитель удостоверенийĕсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2019, 15:36 Просмотров: 278

 ТЕМИÇЕ кун каялла çеç Аслă Чемен тăрăхĕнче пурăнакансем çул çинчи аварире куçне хупнă вунпилĕк çулхи каччăпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă. Инкек Шăхачпа Аслă Чемен ялĕсем хушшинчи çул çинче пулнă. Руль умĕнче ларакан 30 çулти арçын ỹсĕр çеç мар, водитель удостоверенийĕсĕр те пулнă. Салонта тепĕр 5 пассажир ларнă. Хăраса ỹкнĕрен, вĕсем инкек пулнă вырăнтан тарнă. Водителе ирхине 4 сехет иртсен тытса чарнă. Хальхи вăхăтра йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем лару-тăрăва уçăмлатаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика