Çанталăк çур енне кайсанах фермерăн канăçлăхĕ çухалать. Хĕл каçа çĕршĕн вĕсем чун-чĕрипе тунсăхланăран хăвăртрах хире кайма васкаççĕ. Акана тухсан вара ыйхă пирки те манаççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантартăр тесен вăхăтра сухаламалла, сỹрелемелле, акмалла. Патăрьелĕнче пурăнакан А. Седойкиншăн та халь хĕрỹ вăхăт. Организаци-предприятинче вăй хуракансен ĕç кунĕ 8 сехетре пуçланать пулсан, уншăн - тăватă сехетре.
- Ирхине вĕри чей е кофе ĕçетĕп те хăвăртрах уя тухса каятăп. Çывăрса выртма вăхăт çук. Пурне те вăхăтра пурнăçламалла, унсăрăн каю шăтма та пултарать. Тин анчах хура пуса сухаласа пĕтерсе килтĕм, - терĕ Александр Геннадьевич. Сăмах май, ун патне ирпе-ирех шăнкăравланăччĕ, вăл хăй пушах маррине пĕлтерчĕ. Кăнтăрла иртсен тин, ывăннă, анчах çав вăхăтрах палăртнă ĕçе туса пĕтернĕшĕн хĕпĕртенĕ фермер хуçалăхĕпе паллаштарма килĕшрĕ.
Улми лайăх-и, çырли лайăх-и?
А. Седойкин профессипе агроном, чылай çул вăл Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче тăрăшнă. 2015 çулта вара хăй фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çĕре юратни, хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма шут тытни те ăна çак утăма тума хистенĕ. Мăшăрĕн ашшĕ, агропромышленность комплексĕн ветеранĕ, Тăрăнта пурăнакан А. Самакин кĕрỹшĕн шухăшне ырланă.
Çамрăк арçын хăнăхнă ĕçе малалла тăсса çĕр çырли тĕмĕсене, пан улми, хурлăхан, груша тата ытти йывăçсен хунавĕсене ỹс- терсе халăх патне çитерме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра питомник лаптăкĕ пĕр гектара яхăн йышăнать. Александр Геннадьевич улма-çырла йывăççисене вăрăран ỹстерет, вĕсем кăшт пысăклансан агротехника ыйтнине пăхăнса сыпать. Ку кăна-и-ха? Вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхмалла: вăхăтра шăвармалла, апатлантармалла, хурт-кăпшанкă, чир-чĕр ересрен асăрхаса тăмалла. Унччен пухнă пуян опыт ăна паян асăннă ĕçсене пĕлсе пурнăçлама пулăшать.
- Диплом çырнă чухне эпĕ хам ирттернĕ тĕрĕслевсемпе усă курнă. Хунавсем çулталăкра миçе сантиметр ỹснине линейкăпа виçеттĕм, еплерех аталанса пынине çырса хураттăм. Пурнăçра вĕсем мана питĕ кирлĕ пулчĕç, - тет сăмаха малалла тăснă май Александр Геннадьевич.
Фермер çĕр çырли тĕмĕсене те çĕнетсех тăрать. Пирĕн тăрăхра вĕсене сутманнипе шултăра та тутлă çимĕç параканнисене республикăн ытти кĕтессинчен туянать. Хăйĕн патне те паха продукцие, тĕмсемпе хунавсене туянма Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен килеççĕ.
Уйра çитĕнет ыхра, савăнтарать фермера
Çĕршыври рынок юхăмĕ пĕр вырăнта тапăртатса тăнине юратмасть, çавна май фермерсем те çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Районта вăрлăх сухан туса илессипе нумайăн ĕçленĕрен А. Седойкин Юхмапа Пăла тăрăхĕн пулăхлă çĕрĕнче халĕччен ытлашшиех çитĕнтермен культурăна - ыхрана -лартса пăхас тенĕ. Пĕрремĕш çул 30 сотăйĕнче çитĕнтернĕ. Тухăçĕ начар мар пулнине кура лаптăкне тата пысăклатас шухăш çуралнă, анчах укçа-тенкине ăçтан тупмалла? Фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăх грант панине шута илсе Александр Геннадьевич конкурса хутшăнма бизнес-проект хатĕрленĕ. Комисси али витĕр вăл ăнăçлă каçнă. Çапла майпа 2016 çулта çĕр хуçи пĕр миллион та 99 пин тенке илме тивĕçнĕ. Шаннине тỹрре кăларас тесе фермер çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ.
- Ыхра вăрлăхне малтанхи çул Воронежран кайса илтĕм, халь хамăрах тăватпăр. Пĕрремĕш çулхине маточник лартатпăр, унтан çаврашкасенче (бульбочкăсенче) çитĕннĕ вăрлăха акатпăр. Шăпах вĕсенчен пĕрер шăллă ыхрасем çитĕнеççĕ. Виççĕмĕш çул тин сутлăха валли продукци пулать. Паллах, тỹрех шăлсенчен те ỹстерме май пур, анчах вĕсем чир-чĕре хăвăрт парăнаççĕ,- тет агроном. - Пурĕ икĕ сорт пирĕн - "комсомолец" тата "добрыня". Сăнамалла тесе пĕчĕк çеç лаптăкра ăшăрах регионсенчи ыхра вăрлăхне те лартса пăхрăм, вĕсем пирĕн патри климата килĕштермерĕç. Хĕл начар каçрĕç тата лайăх та ỹсмерĕç.
Ыхра çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллине, вăл инфекцисене, чĕре чирĕсене, рак клеткисене хирĕç кĕрешнине те палăртаççĕ тухтăрсем. Ăна Гиппократ та мухтанă текен сас-хура та пур. Çимĕç ỹснĕ чухне хăй те черчен, ăнса пултăр тесен тимлĕ пăхмалла иккен. Вăл та ытти ỹсен-тăран пекех чирлет, хурт ерет. А. Седойкин икĕ гектар йышăнакан ыхра анипе сăнавлăн утса çỹренĕ май çулçăсем вырăн-вырăнпа сарăхма тытăннине асăрхарĕ. Кусем - чирĕн пĕрремĕш паллисем-мĕн, вĕсемпе çийĕнчех кĕрешмелле. Александр Геннадьевич экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци çитĕнтерес тĕллевпе минераллă удобренисемпе те, гербицидсемпе те усă курмасть. Çум курăкран йăрансене кăпкалатса тăрать тата бактериллĕ удобренисем сапать. Сăмах май, фермерăн ыхрана туса илмелли пур техника та пур: лартаканни, йăрансен хушшисене кăпкалатаканни, шăлсене пĕр-пĕринчен уйăраканни...
- Пĕлтĕрхи кĕр типĕ килнĕрен ыхрасем еплерех хĕл каçнă-ши тесе самаях пăшăрхантăм. Çуркунне чиперех шăтса тухрĕç те савăнтăм. Юлашки çулсенче çумăр пит çусах каймасть, çавăнпа та культурăсене шăварма тивет. Унччен тумламлă шăварупа усă кураттăм, халь - çỹлтен пĕрĕхтерекен агрегатпа. Арендăна илнĕ хир çывăхĕнче шурлăхлăрах вырăн пурччĕ, ăна чавса тарăнлатрăмăр. Нỹр çук чухне унтан шыв илетпĕр, - тет сăмах çумне сăмах хушăннă май А. Седойкин. Александр Геннадьевичпа калаçнă май фермер хăйĕн ĕçне юратни, вăл çĕрпе чунĕ ыйтнипе вăй хуни сисĕнчĕ. Çак туйăм ăна амăшĕнчен куçнине те пытармарĕ. Çывăх çынни пахча çимĕç калчисене хăйех ỹстерет иккен, çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех пахчинче тăрăшать.
Тухăç пĕччен тар тăкнипе пулмасть. Сухаламалла е акмалла чухне трактор рулĕ умне А. Седойкин хăй ларать, ытти вак-тĕ- веке пурнăçлама бизнес-планпа килĕшỹллĕн икĕ рабочи пур. Вĕсемсĕр пуçне фермера çемйи ĕçпе те, канашсемпе те нумай пулăшать. Александр Геннадьевича иртнĕ çул Мускавра йĕркеленĕ "Ылтăн кĕркунне" куравра диплом пани те, республикăра палăртса хăварни те ỹсĕмсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утма, умри тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарать.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |