Выльăх усраканăн тути çуллă

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2019, 10:26 Просмотров: 236

"Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ỹсен-тăран çитĕнтерес ĕçри ырă туртăмсене сыхласа хăварассине тата малалла аталантарассине ял хуçалăх выльăхĕсен йышне пысăклатса пынин шучĕпе тивĕçтермелле. Çакă ỹсен-тăран ỹстерес ĕç продукцийĕ кирлĕ пулассине те, аграрисен çирĕп тупăшне те шанчăклăн çирĕплетет. Çитес икĕ çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри производство калăпăшĕсен ỹсĕмне 5 процентран кая мар шайра тивĕçтермелле".

(ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.)

Шăнкăртамра пурăнакансенчен нумайăшĕ выльăхпа ĕçлет: пĕрисем туянаççĕ, теприсем сутаççĕ... Ятарлă цехсенче пусса тирпейленĕ хыççăн аш-какайран тĕрлĕ продукци те хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах ферма уçнисем, çывăх вăхăтра çĕннине хута ярас текенсем те пур. Хуснетдиновсен çемйи яланах выльăх-чĕрлĕх усранă, пĕлтĕр вара вĕсем патшалăх фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ.

- Маларах эпир 10 пуç ĕне тытаттăмăр. Вĕсене килти витерех усранă. Пĕчĕкех мар йыш çурт территоринче пулни, хăть мĕн тесен те, кăмăллах мар. Çулла шăрши-марши те пур, шăна-пăванĕ те ытларах вĕçет. Çемьепе канашланă хыççăн ферма туса вăкăрсем самăртма тытăнас терĕмĕр. Ку шухăша параканни Рамис ывăл пулчĕ. Тĕрĕссипе, фермер хуçалăхне те вăлах йĕркелес терĕ. Пирĕн тĕллеве республикăри ял хуçалăх министерствинче те ырларĕç, - тесе пуçларĕ калаçăвне Эльфия Кашафовна.

Фермер хуçалăхĕн витинче паян 25 пуç вăкăр тăрать. Пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçлаççĕ пулсан та хуралтăра таса та тирпейлĕ. Кунта механизацилес тесен те майĕ-шывĕ сахалтарах. С. Васильев скотник тислĕке хырса ятарлă вырăна кайса тăкать. Апатне те вăлах хатĕрлет. Вăкăрсен рационне чухăнах тесе калаймастăн, хальхи вăхăтра утă, улăм, комбикорм, урпа, сĕлĕ, вика çитереççĕ. Ай сарăмĕ валли йывăç кĕрпине усă кураççĕ. Вăхăтран-вăхата санитари кунĕсем йĕркеленĕрен эрешмен картисем çакăнса тăнине те асăрхамарăм. Сăмах май, тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене те тусах тăраççĕ. Сыхланакана Турă та сыхлать тесе ахальтен каламан ваттисем.

Халĕччен Хуснетдиновсен хăйсене тивĕçекен 6 гектар çĕр кăна пулнă, çавна май выльăх апачĕн пысăкрах пайне туяннă. Иртнĕ çул арендăна тата 10 гектар илнĕ, çавна май унта тыр-пул, курăк çитĕнтерме тĕллев лартнă. Фермерсен усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тивнĕрен ĕçлемелли çителĕклех. Çĕр пулăхлăхне лайăхлатма тислĕк туянмалла мар, вăл хăйсен те çителĕклĕ.

Малашне Хуснетдиновсем выльăхсене çурт территоринче тытасшăн мар. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вĕсем Кзыл Камыш ялĕ çывăхĕнче вите тума пуçланă. Юпасене лартса хунă, çывăх вăхăтрах строительство ĕçĕсене малалла тăсаççĕ.

- Вăй çитерсе ферма кăçалах хута ярасшăн. Унта тăрăшакансем те ытларах пулаççĕ. Ĕçе йăлтах механизацилеме палăртнă. Йышлă выльăха пăхнă чухне алă вăйĕпе çеç усă курайманни каламасăрах паллă тата витене вăй хума килес текенсене те тупма йывăртарах пулать, - тет малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарнă май Э. Хуснетдинова.

- Çитĕннĕ вăкăрсене сутассипе йывăрлăхсем пулмĕç-ши? - кăсăклантăм эпĕ.

- Çук, кун пирки маларахах шухăшланă, туянакансемпе килĕшỹ тунă, - терĕ фермер.

Район выльăх-чĕрлĕх йышĕпе республикăра малтисен шутĕнче, çакăнта фермерсен тỹпи те пысăк. Вĕсем юлашки çулсенче ытларах та ытларах выльăх усрани савăнтарать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика