Интернет ĕмĕрĕ вăй илсе пынă май, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă меслетпе усă куракансем йышлансах пыраççĕ. Ку таранччен пирĕн патăрта çак меслетпе автомототранспортсемпе вĕсен прицепĕсене регистрацилеме, экзаменсем тытма, водитель удостоверенине илме пултарнă. Мониторинг граждансен пысăк пайне патшалăхăн çак пулăшăвĕпе усă курни тивĕçтернине çирĕплетсе парать.
Хаçат вулакансене, автомобиль хуçисене тепĕр çĕнĕлĕх пирки те аса илтерсе хăварасшăн. Хальхи вăхăтра патшалăхăн Пĕрлехи порталĕ урлă, килтен тухмасăрах сутнă техникăна шутран кăларма пулать. Каллех Интернет пулăшăвĕпе. Çакă автомобиле туянакан пурлăха вăхăтра регистрацилемесен малтанхи хуçине штраф килесрен те хăтарать. Енчен те эсир патшалăх порталĕнче регистрациленнĕ пулсан çак çăмăллăхпа усă курма пултаратăр. Ун пек чухне вăхăтăр та, укçа-тенкĕр те перекетленет.
Н. СУГУТСКИЙ, РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |