ЫРАН - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун. Районти суд приставĕсем хамăр чун панă пепкесене, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьесене саккунлă майпа социаллă пулăшу парас тесе тăрăшаççĕ. Уйрăмах алимент шыраса илес тĕлĕшпе. Районти суд приставĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владислав Путяков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн районта алимент тỹлессинчен пăрăнса çỹрекен 160 çын. Пристав сотрудникĕсем пуçарнă кашни производство пуçне 115 пин тенкĕ лекет. Çакна та палăртса хăвармалла. Хăш-пĕр парăмçăсен ку сумма çур миллион тенкĕрен те иртнĕ! Хура списока лекнĕ ашшĕпе амăшĕ вăтамран 30 - 42 çулта. Вăй питти çамрăксем темелле. Анчах ытларахăшĕ ниçта та вăй хумасть, вăхăтлăх ĕçсемпе çеç çырлахать.
Раççей Федерацийĕн Кодексĕн 5.35.1 статйипе килĕшỹллĕн çакнашкал парăмçăсене асăрхаттарнă хыççăн та икĕ уйăхран алиментсемпе татăлмасан малтанласа 150 сехете обязательнăй майпа ĕçлесе татма е 15 талăка арестлеме пултараççĕ, ăна та пăхăнмасан уголовлă ĕç пуçарса 2 - 6 уйăхлăха ĕçлесе юсанма (70 процент ĕç укçине патшалăха тытса юлаççĕ) яраççĕ. Ку таранччен районта çакнашкал тăхăр тĕслĕх пулнă. Урăхла каласан, кирек мĕнле йĕрке хуралĕ те, вăл шутра суд приставĕ те, ашшĕ-амăшне тĕрĕс çул çине тăратас, çемьере çитĕнекен ачасене кирлĕ пек аталанма, пурăнма пулăшас тĕлĕшпе саккуна çирĕп пăхăнать.
Ноябрь 2024 |