Вăхăтра тỹлесен налук, калаçма сăлтавĕ те çук

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019, 08:58 Просмотров: 386

ПУРНĂÇ хăтлăхĕпе ытлă-çитлĕхĕ эпир мĕнле ăнланулăхпа налуксене тỹлесе пынинчен нумай килет. Патшалăх умĕнчи парăмпа вăхăтра татăлсан бюджет пухмачĕ те тулли пулать, никама ятлама та сăлтавĕ çук. Хальлĕхе вара районти ял тăрăхĕсенче халăхран кĕрекен çĕр, пурлăх, транспорт налукĕсем алăри пỹр-не пекех расна. Пĕрисем ку тĕлĕшпе питĕ кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ, теприсен вăл хăй еккипе çеç пырать темелле. Чăваш Республикин налук службин районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ инспекци начальникĕн çумĕ Геннадий Филиппов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе Патăрьел районĕнче Алманчă (ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин), Пăлапуç Пашьел (В. Никитин), Ишлĕ (Л. Юркина) ял тăрăхĕсенче кăтартул- лă ĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах Аслă Чемен (Г. Медведев), Турхан (А. Еремеев), Тутар Сăкăт (М. Хакимов) поселенийĕсен ĕçе лайăхлатмалли, пайăрлатмалли чылай.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика