Аслă Çĕнтерỹ парадĕнче - Сител пики

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2019, 09:36 Просмотров: 408

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленни кăçалхи май уйăхĕнче 74 çул çитрĕ. Ялсемпе хуласенче ăна анлăн паллă турĕç. Мускаври Хĕрлĕ тỹремри парада та телевизорпа курса савăнтăмăр. Ветерансем, салтаксем, курсантсем пĕр çын пек пулса утнине пăхма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Стройпа пыма пирĕн район хĕрĕ, Сителте çуралса ỹснĕ, халĕ Вольскри çар институтĕнче вĕренекен Кристина Кондратьева  та тивĕçни чăннипех те савăнтарать. Сăмах май, вăл кăçалхипе виççĕмĕш хут Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Çакăншăн питĕ хĕпĕртенĕ.

- Маншăн ку питĕ пысăк çитĕнỹ. Чунри хавхалану туйăмне сăмахпа каласа ăнлантарма та çук. Стройпа утатăн-и, пĕр-пĕр çар машини çинче ларса пыратăн-и е самолетра вĕçетĕн-и - пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли - эпир пĕр ушкăн, эпир пĕр тан. Пурте эпир Аслă Çĕнтерỹ ачисем, - тет Кристина.

Çапла, виçĕ çул каялла шкулта вĕреннĕ чухне хĕр те, унăн ашшĕ-амăшĕ те çакăн пек шайри парада лекесси пирки ĕмĕтленмен те.

"Салтаксем утнă вăхăтра мĕн пирки шухăшлаççĕ-ши? "Трибуна умĕнчен стройпа утса иртрĕмĕр... Унта - пире паянхи мирлĕ пурнăçа парнеленĕ çынсем. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра. Хисеплĕ ватăсен питĕнчи телейлĕ кулă чĕрене тата хытăрах тапма хистерĕ. Ветерансен умне пырса пуç таяс, хыттăн ыталаса тав тăвас килчĕ. Анчах манăн илемлĕ йăл кулăпа малалла утмаллаччĕ. Савăнăç куççулĕ пит çăмарти тăрăх юхрĕ, тута чĕтрерĕ... Çавăн пекех çак самантра атте-анне пирки шухăшларăм. Вĕсем телекурав умĕнче куçĕпе пĕр вĕçĕмсĕр мана шыранине пĕлетĕп. Вĕсем хĕрĕшĕн питĕ савăнаççĕ, хăпартланаççĕ-çке. Паллах, ку мăнаçлăх туйăмне çуратать, -палăртрĕ Кристина. - Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа çитес çул 75 çул çитĕ. Юбилейлă уяв парачĕ тата анлăрах иртĕ, хатĕрленỹ тапхăрĕ те çирĕпрех пулĕ. Унта утма тивĕçмешкĕн хамран мĕн килнине йăлтах пурнăçлама тăрăшăп".

Çĕнтерỹ парадне чи çỹллĕ шайра ирттерес тесе курсантсем кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă. Репетицисене иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех пикеннĕ. Мартра вара вĕсем Мускав хулине кайнă. Кунта та икĕ уйăх, кашни кун тенĕ пек, утма хăнăхнă. Çĕрлехи тренировкăсем те пулнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика