Йывăçсем кашлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 14:52 Просмотров: 393

Тикеш ялĕ çывăх вăхăтра туристсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, илĕр- тỹллĕ археологи кĕтесĕ пуласси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Пулас комплекс вырăнĕнче нумай пулмасть районти культура работникĕсемпе çак ялти уйрăм хастарсем виçĕ пин ытла тĕп хыр лартса хăварнă.

- Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă пысăк ĕç харама ан кайтăр тесен çамрăк йывăçсене лартнипе çеç çырлахмалла мар, малашне вĕсене вăй илме, чĕрĕлсе ỹсме хамăрăнах пулăшмалла, пăхса тăмалла. Ку тĕлĕшпе ял çыннисемпе вĕсене шăвармалла, çум курăкран тасатмалла пулĕ,-тет Тикеш ял старости Василий Егоров (сăн ỹкерчĕкре йывăç лартнă самант) ушкăнпа тунă ĕçе хак парса.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика