Чăваш Ен лайăххисен шутĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 15:13 Просмотров: 440

РФ çут çанталăк министрĕ Дмитрий Кобылкин Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыва тасамарлăхран тасатас, йăлари каяшсене пухса тирпейлес ыйтупа ирттернĕ канашлура Чăваш Ен чылай çул хушши ĕнтĕ çĕршыври экологи лару-тăрăвĕ лайăх шайри регионсен шутне кĕнине çирĕплетсе каланă. «Пирĕн лайăх ĕçлекен регионсем пур. Вĕсем: Чăваш Республики, Тутар   Республики, Мускав облаçĕ. Федераци шайĕнче тĕрев пама укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Шансах тăратăп, ыйтăва ытти субъектсем те туллин пурнăçласса», - тенĕ Дмитрий Кобылкин. 

Канашлура Чăваш Ен  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе республикăра еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарнă.

А. Иванов

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика