Мухтав сире, çĕнтерÿçĕсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2019, 18:06 Просмотров: 310

Ака паттăрĕсем

Çулленех районта иртекен Акатуй-Сабантуй умĕн уй-хир тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çур акине пысăк пахалăхпа тата палăртнă тĕллевсене пурнăçланă хуçалăхсене чысласси ырă йăлара. Кăçал çак хисепе çаксем тивĕçрĕç:

_ пĕрремĕш вырăна «Исток»  çĕр ĕç фирми (ертÿçи – А. Илюткин, тĕп агроном – Д. Ерофеев, тĕп инженер – В.Цветков) йышăннă;

_ иккĕмĕш вырăнта – акционерсен «Батыревский»  хупă пĕрлешĕвĕ (ертÿçи – П. Ялуков, тĕп агроном – Е. Сейфуллин, тĕп инженер – Н. Викторов);

_ виççĕмĕш вырăнта – «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – П. Никифоров,  тĕп агроном – В. Красников, тĕп инженер – О. Нрти), тулли мар яваплă «Авангард»  пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиалĕ (ертÿçи – М. Салихов), «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – А. Закиров).

Фермер хуçалăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна В. Багаутдинов, иккĕмĕш вырăна М. Лаврентьева, виççĕмĕш вырăна А. Петров фермер хуçалăхĕсем тухнă.

    Çур акинче çаксем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ:

_ М. Ибетов – «Исток» çĕр ĕç фирмин тракторисчĕ. Вăл Т-150 тракторпа 850 гектар çĕр акма хатĕрленĕ;

_ А. Иванов – акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕн тракторисчĕ. Вăл МТЗ-1025 тракторпа 315 гектар акса хăварнă;

_ Н. Алимов – «Корма» çĕр ĕç фирмин тракторисчĕ. Вăл МТЗ-1221 тракторпа 550 гектар акса хăварнă.

Вĕсем – малтисем

АПК предприятийĕсенчен 2018 çулхи производствăпа финанс кăтартăвĕсен ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ хыççăн çаксене çĕнтерÿçĕсем тесе палăртнă:

_ акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвне, тĕп отрасльсене комплекслă аталантарса пынăшăн (ертÿçи – П. Ялуков, тĕп бухгалтер – Р. Сейфуллина);

_ «Корма» çĕр ĕç фирми, ÿсен-тăран отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн  (ертÿçи – И.Владимиров);

_ «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пысăк кăтартусемшĕн (ертÿçи – П. Никифоров, тĕп зоотехник – Ю. Чернов).

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

хушшинчи çĕнтерÿçĕсем

Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн «Исток» çĕр ĕç фирмин ĕне фермине (ертÿçи – А. Илюткин, тĕп зоотехник – М. Азизов) çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă. Иккĕмĕш вырăна «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – П. Никифоров, тĕп зоотехник – Ю. Чернов), виççĕмĕш вырăна акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕ (ертÿçи – П. Ялуков, тĕп зоотехник – А. Полякова)  тата «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертÿçи – А. Закиров, тĕп зоотехник – М. Васильев) тухнă.

«Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи И. Кузнецова доярка пĕр ĕнерен хĕллехи вăхăтра 5323 килограмм сĕт суса илсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Аш-какай туса илессипе тулли мар яваплă «Авангард»  пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиалĕ (ертÿçи – М. Салихов) пĕрремĕш, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ иккĕмĕш, А. Лялькин фермер хуçалăхĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.

А. Лялькин фермер хуçалăхĕнчи С. Ильбеков ĕне-выльăх самăртакан çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Вăл пăхакан выльăхсем талăкра 957 грамм ÿт хушнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика