Сăмахăмăра ку хутĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнчи З. Калькина çемйи çинчен пуçарас килет.
Зоя Григорьевна Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сĕрьел хĕрĕ. Амăшĕ больницăра санитаркăра тăрăшнă май хĕрне хăйпе ĕçе илсе çỹрекеленĕ. Тен çавăнпах Зоя мĕн ачаран медицинăна кăмăлланă. Хăйĕн ĕмĕтне вара çамрăк хĕр Канашри медицина училищинче пурнăçланă. Дипломлă специалист Нăрваш Шăхальне ĕçлеме килнĕ. Илемлĕ те ятуллăскере лавккара ĕçлекен Василий Калькин яш каччă куç хывнă. 1957 çулхи кĕр мăнтăрĕпе Патăрьелпе Вăрнарта чĕреслетсе çумăр çунине пăхмасăрах хаваслă туй кĕрленĕ. Нăрваш Шăхалĕнче тепĕр çемье çуралнă.
Калькинсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ăрăва малалла тăсакансем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Асли, Нина, Шупашкарти пĕр шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлет. Мария вара амăшĕн сукмакĕпе кайма шутланă. Мускав хулинче врач-кардиологра тăрăшать. Люда- Германинче, каллех медицинăра вăй хурать. Василий- строитель. Вăл Татьяна Герасимовăпа çемье çавăрнă. Вĕсен Женя ывăлĕ Мускав университечĕ хыççăн унтах çемье çавăрса тĕпленнĕ. Александр асламăшĕ пекех медицинăна кăмăлланăран шăл врачĕ пулма хатĕрленет.
Пурнăç урапи хăй çулĕпе малалла шăкăл-шăкăл шунă. 36 çула яхăн сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ Зоя Григорьевна. Вăл шутран 26-шне - ялти акушеркăра. Çак вăхăтра 1224 ача çут тĕнчене килнĕ.
Ялта ăна юратса та хисеплесе Зоя аппа тесе чĕнеççĕ. Медицина ĕçченĕ хăйĕн ĕçне чунтан юратнине районтан, республикăран панă наградăсем те çирĕплетеççĕ.
Чăн-чăнах та килĕшỹллĕ те пултаруллă çемье Калькинсем. Кинĕпе хунямăшĕ пĕр çăварта пулмасан кермен пек икĕ хутлă капмар çурт та лартаймăн. Ун йĕри-тавра, кил картинче мĕн тĕрлĕ чечек çитĕнмест-ши? Кунта вара ватăпа çамрăкăн сукмакĕсем пĕр евĕрлĕ пулни пур енчен те витĕмлĕ.
Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем
Ноябрь 2024 |