ÇУЛЛАХИ шăрăх çанталăкра инкек-синкекрен асăрханмалли сăлтав сахал мар. Вĕсенчен пĕри - шăпăрлансем москит сеткинчен тухса ỹкесрен сыхланасси. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ кантăксене уçса шăна-пăван кĕресрен вĕтĕ шăтăклă çак материала вырнаçтараççĕ. Пĕрре пăхсан хытă та чăтăмлă пек туйăнакан сетка вара питĕ ултавлă. Чылай чухне пĕчĕк ачасем кантăк янахĕ çине улăхса урамалла пăхса тăма кăмăллаççĕ. Çавăнпа та чăн малтанах чỹрече çывăхне сĕтел-пукан лартма тăрăшмалла мар. Пепкесене пỹртре хăйсене çеç хăварни те теветкеллĕхпех çыхăннă. Вĕсем нимĕн те мар кантăкран тухса ỹкме, инкек курма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |