Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикинчи обществăлла канашсен форумĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан та делегаци хутшăннă. Мероприятие пухăннисем ялти халăх пурнăçне ырă енне улăштарас, куллен тĕл пулакан йывăрлăхсене йышпа татса парас тĕлĕшпе обществăлла организацисем, урам старостисем мĕнле ĕçлесе пыни пирки тухса калаçнă.
Ку тĕлĕшпе Шăнкăртам ял поселенийĕ республикăра пилотлисен шутĕнче. Ултă пине яхăн çынлă ялта 2011 çултах опытлă та хисеплĕ аксакалсен йышĕнчен обществăлла канаш туса хунă. Çавăнтанпа вăл халăхпа власть хушшинчи çыхăнăва çирĕп тытса тăракан орган шутланать. Çак йыша ял тăрăх пуçлăхĕ, район тата ял тăрăх Пухăвĕсен депутачĕсем, старостăсем, общественность представителĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, уйрăм граждансем кĕреççĕ. Урăхла каласан ял аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшакан çирĕп йыш темелле. Пуçласа çак ĕçе ертсе пыраканĕ Ринат Абдулхатович Абдулвалеев пулнă.
Пытарма кирлĕ мар, паян чылай ял тăрăхĕнче обществăлла организацисем, вăл шутра обществăлла канаш членĕсем, старостăсем тата ыттисем те хальлĕхе ытларах хут çинче. Шăнкăртамра ку ыйтупа ун пек икĕпитлĕх çук темелле. Çакă чăн малтан вырăнти хăй тытăмлăх органне тỹрĕ чунпа ĕçлеме, муниципаллă пĕрлĕхри экономикăпа çыхăннă, социаллă тата культура ыйтăвĕсене халăхпа пĕрле, уççăн татса пама май парать.
- Пирĕн ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисенче тăтăшах обществăлла канаш, урам старостисем хутшăнаççĕ. Воин-интернационалистсем ячĕпе иртекен турнирсенче, ăрупа-ăрăва çыхăнтаракан çемье юбилейĕ- сенче, ачасене хỹтĕлемелли кунта, ваттисен, инвалидсен кунĕсенче, календарьти ытти уявсенче эпир яланах хамăрăн хастарлăха кăтартатпăр. Ял уявĕпе йăлана кĕнĕ "Шăнкăртамри диалог" экономика форумĕ те пирĕнсĕр иртмест.
Паян яла аталанма, çĕнелме тĕрлĕрен программа çителĕклех. Хутшăнма çеç ỹркенмелле мар. Пуçару бюджечĕпе йĕркелекен ĕçсем те сахал мар. Пирĕн ял тăрăхĕ те вĕсенчен айккинче юлмасть. Çапах та унсăр пуçне обществăлла канашăн хăйĕн "пухмачĕ" пулни ял аталанăвĕшĕн тата пысăк пулăшу тесе шутлатăп. Шăнкăртамра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса уçнă аллейăна юсанă, ял варрине вертолет-палăк, икĕ гаубица вырнаçтарнă çĕрте çулсене юсанă, ача-пăча площадки, Кзыл Камышра халăх валли канмалли вырăн тунă тата ытти ĕçсенче те эпир пая кĕмесĕр юлман. Вĕсем пурте халăх валли-çке!
Пуçтарăннă укçа-тенкĕпе эпир нумай ачаллă çемьесене пулăшма, ачасен канăвне йĕркелеме, аксакал-юбилейçĕсене саламлама, инкек е хуйхă сиксе тухнă çемьесене пулăшма та усă куратпăр. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать,- кăмăлтан каласа парать обществăлла канашăн ертỹçи М. Шрша.
Ватăсем пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ. Тепĕр чухне пысăк "хуранта" та сĕтеклĕ çимĕç пĕçерме пулать. Тĕслĕх илме аякка каймалла мар. Шăнкăртам ял поселенийĕнче халăх вăйне пĕрлештермелли, влаçпа çыхăну тытмалли обществăлла организацисем ăнăçлă ĕçлесе пыни те çакнах çирĕплетсе парать. Çак шухăшах кăçал ака уйăхĕнче Шăнкăртамри "Муслима" мечет комплексĕнче Чăваш Республикин Обществăлла палатăн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнче те уççăн палăртса хăварчĕç.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |