Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.06.2019, 09:25 Просмотров: 230

Çамрăксене куçран вĕçертмелле мар

Чăваш Республикинчи Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Ларура ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе вĕреннĕ вăхăтра тата уроксем хыççăн наркотиксене хирĕç туса пыракан профилактика ĕç-хĕлне лайăхлатасси çинчен доклад тунă. ЧР Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне сăнакан управлени пуçлăхĕ Данис Шакуров административлă право йĕркине пăснă наркоманипе чирлĕ çынсене сипленме, çавăн пекех медицина тата социаллă реабилитаци ĕçне явăçтармалли механизмсене пурнăçа кĕртнин тухăçлăхĕ çинчен каласа кăтартнă.

Хаксем ÿсеççĕ

Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ÿсессине палăртнă. Ку ÿсĕм – кăçалхи иккĕмĕш тапхăр. Пĕрремĕш хут хаксем январьте               НДС ÿснĕ май 1,7 процент хăпарнăччĕ. Хальхи ÿсĕм вăтамран 2 процентпа танлашмалла. Çапла майпа июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа электроэнергишĕн хулара пурăнакансем – 3,36 тенкĕ, ялтисем – 2,35 тенкĕ, газшăн – 5,72 тенкĕ, çÿп-çапшăн 76,90 тенкĕ (хуларисем) тата 61,67 тенкĕ (ялтисем) тÿлемелле пулĕ. Хаксем ÿссен те, Марина Кадилова çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Енри тарифсем Атăлçи округĕнче вăтам шайра тăрса юлаççĕ.

Патшалăхран – пулăшу

ЧР Министрсен Кабинечĕн июнĕн 13-мĕшĕнчи ларăвĕнче ял хуçалăх техникине ытларах модернизацилеме май паракан йышăну кăларнă. Хамăр çĕршывра туса кăларнă техникăпа оборудование республикăри аграрисем малашне йÿнĕрех хакпа туянĕç. Хăмла пучахне типĕтмелли агрегат тата ăна пухмалли комбайн туяннă чухне сутлăх хакран 50 процент, ытти техникăна 15 процент субсидилеççĕ. Аграрисене çак çăмăллăха пама кăçалхи бюджетра 22 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Çавра сĕтелте сусăрсем çинчен калаçнă

Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртнĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци представителĕсем хутшăннă. Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Чăваш Енри сусăрсен обществин председателĕ Маргарита Кузьминых та хумханса сăмахланă. Утайманнисене хваттертен урама тухмашкăн майсем туса паман тĕслĕх чылай.

Шалу валли укçа уйăрнă

Çитес вăхăтра "Чăвашавтотранс" предприяти ĕçченĕсен умĕнчи шалу парăмне татĕç. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - транспорт тата çул-йĕр министрĕ Александр Николаев пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе республикăн резерв фондĕнчен 57 миллион ытла тенкĕ уйăрма йышăннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика