НУМАЙ пулмасть Мари Элти Шоруньжа ялĕнче туй йăли-йĕркине кăтартакан Пĕтĕм тĕнчери "Туй уявĕ" фестиваль-конкурс иртнĕ. Мероприятие Чулхула облаçĕнчи, Пермь тăрăхĕнчи, Пушкăрт, Коми, Чăваш Республикисенчен тата ытти регионсенчен килнĕ 28 пултарулăх коллективĕ, вĕсемсĕр пуçне Эстонинчен, Финляндинчен те хăнасем килнĕ. Чăваш Ен чысне Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" халăх фольклор ансамблĕ хỹтĕленĕ. Ансамбле çỹрекенсем культура çурчĕн заведующийĕ Е. Иванова тата В. Верликов купăсçă ерте пынипе тĕрлĕ номинацинче - "Туй йăли-йĕркине кăтартасси", "Туй кил-çурчĕ", "Чи лайăх фольклор ушкăнĕ", "Чи лайăх купăсçă" - хутшăннă. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен К. Чернова, И. Христофорова, С. Семенова, С. Мешков, М. Пестеров волонтерсем те уява илем кĕртме нумай пулăшнă.
Пашьелсен пултарулăхĕ, вĕсем хатĕрленĕ наци апат-çимĕçĕ чăваш "килне" кĕнĕ кашни хăнан кăмăлне кайнă. Фольклор ушкăнĕ Мари Элтан дипломсемпе тата парнесемпе таврăннă.
Ноябрь 2024 |