ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче маттур та пултаруллă çынсем çуралса ỹснине пурнăçри тĕслĕхсем çирĕплетсех тăраççĕ. Нумай пулмасть хаçат редакцине ырă хыпар çитрĕ. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министерствин конкурс ирттерекен Тĕп комиссийĕ федерацин ĕç тăвакан 6 власть органĕ тата 60 субъект 29 номинаципе тăратнă 596 ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Республикăри ỹт-тирпе венерологи диспансерĕнче ĕçлекен Т. Иголкина врач-дерматовенеролог "Чи лайăх инфекционист" номинацинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Татьяна Николаевна - Патăрьел хĕрĕ. Çакăн пек çитĕнỹ Шупашкарта вăй хуракан ентеш-тухтăршăн кăна мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те пысăк чыс.
Ноябрь 2024 |