РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен пирĕн районта вут-кăварпа çыхăннă 29 пушара шута илнĕ. Инкексен йышĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен вунă тĕслĕх ытларах. Çавăнпа та кашни çемьен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Уйрăмах типĕ те шăрăх çанталăкра вут-кăвартан тимлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ.
Пушар хуралĕн кăтартăвĕсенчен кăçал типĕ курăк, ытти ăпăр-тапăр çунтарнă чухне асăрханса çитерейменрен çулăма чарайман тĕслĕхсем районта çине-çинех пулнă. Çынсем хăйсен вăйне шанса çỹп-çап купине чĕртсе яраççĕ, анчах сỹнтерме вăй çитереймеççĕ, вăл вăйлă алхасса кайнăран ирĕксĕрех "01" службăна шăнкăравлаççĕ. Нумай пулмасть çакнашкал тĕслĕх Пикшик ял тăрăхĕнче пулнă. Ытларах вара кил хуçалăхĕнче электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курнăран, юсавсăр пăралукран вут-çулăм амаланса шар кăтартать. Темиçе кун каялла Çĕнĕ Ахпỹртре пулнă пушарăн сăлтавĕ те çавăн пекех. Асăрханулăх пирки сăмаха малалла тăсса шывра пулакан инкексем пирки те аса илтересшĕн. Июнĕн 22-мĕшĕнче Каçал тăрăхĕнчи тата Муркаш районĕнчи ялсенче тăхăр çулсенчи икĕ ача шыва путса вилнĕ.
Ноябрь 2024 |