Улатăр районĕ уяв лапамне çаврăннă
Июнĕн 23-мĕшĕнче Улатăр район халăхĕ Республика кунне сумлă хăнасемпе пĕрле паллă тунă. Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ уяв лапамне çaврăннă. Ял-йыш республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместительне Юрий Кислова ачасен "Юмах тĕнчи" çĕнĕ паркĕнче кĕтсе илнĕ. Тавралăха Константин Смирновăн йывăç кÿлепийĕсемпе илемлетни те асамлăх сĕмĕ кĕртнĕ.
Унтан уяв чăваш, вырăс тата ирçе культурисен этнографи паркĕнче тăсăлнă. Сăмах май, вăл та Республика кунĕнче уçăлнă. Çакăнта Улатăр районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хăйĕн çыннисемпе паллаштаракан кĕтес хатĕрленĕ.
Кунта амфитеатр, "Ачалăхăн асамат кĕперĕ", çарпа патриотизм клубĕн лапамĕсем ĕçленĕ. Пур çĕрте те чăвашла, вырăсла, ирçелле юрлани илтĕннĕ.
Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă: 10 километр çул сарнă, 8-мĕш ФАП уçăлнă, ял тăрăхĕсене хăтлăлатнă.
Михаил Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламланă май йĕри-таврари илем ачасем валли юлнине каланă. Улатăр районне "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнакансем те килсе çитнине палăртнă. Казак юррисен "Станица" ансамблĕ, Пенза чăвашĕсен "Ахаяс", "Асамат" ушкăнĕсем, Чĕмпĕр облаçĕнчи "Сибирские беседы" коллективĕ пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухнă.
Шупашкарта Акатуй кĕрленĕ
Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çĕрпе суха туйне ял çыннисем кăна мар, район, область, республика шайĕнче те уявлаççĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта та кĕрленĕ вăл. Инçе-инçе саланнă чăваш сасси унăн чи илемлĕ те сумлă тÿремĕнчен.
Ваттисен ячĕпе Евгений Ерагин, Анатолий Кибеч, Николай Егоров пил сăмахĕсем каланă, Акатуя ăнăçлă ирттерме пулăшма ыйтнă, тыр-пула, пурнăçри ырлăхсене ÿстерсе пыма, тăван халăха малалла та пĕрле пурăнма ыйтса кĕлĕ тунă. Унтан Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Акатуя уçса уява пуçтарăннă йăхташсене авалхи йăлана тытса пынăшăн тав тунă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисемпе хăнасене Республика кунĕпе, Пĕтĕм чăвашсен çиччĕмĕш Акатуйĕпе саламланă, савăк кăмăл, ăнăçу суннă. «Тавтапуç сире, ентешсем, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнма майсем тупнăшăн, пĕрле, авалхи пек шăкăл-шăкăл калаçса малалла та туслă пурăнасчĕ. Эпир пулнă, пур, пулатпăр», — тенĕ Михаил Васильевич.
Кăçалхи Акатуя Театр çулталăкне халалланă. Çавăнпа сцена çинче асăннă пулăмсене халалланă номер — К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Эс ман чунра» мюзиклăн пĕр пайĕ тухни — питĕ вырăнлă пулнă.
Акатуй спорт уявĕ те. Çакна çирĕплетсе Анне-монумент çывăхĕнчи лапамра спортсменсем вăй виçнĕ. Çапла савăннă, кĕрленĕ Шупашкар. Ун хыççăн Акатуя хутшăнакансем карталанса Анне-монумент патне çул тытнă. Унта пуçтарăннисене тепĕр савăнăçлă самант кĕтнĕ: регионсенчен килнĕ хут купăсçăсем ăмăртнă. Ун умĕн уява хутшăнакансем, хула çыннисем 30 метр тăршшĕ, 300 килограмм таякан хуплăва астивсе пăхнă.
«Регионсем –чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси»
Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXVI курава уçнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курнă.
Кунта строительствăн, архитектурăн, электротехникăн, приборсем тăвакансен, хими, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕсен, ял хуçалăхĕн, туризмпа спортăн, банкпа инвестицин, страхлакансен, сыв-
лăх сыхлавĕн, наукăн, вĕрентĕвĕн, транспортăн 100 ытла организацийĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе, продукцийĕпе, пулăшу ĕçĕпе паллаштарнă.
ЧР Пуçлăхĕ малтан Чăваш наци музейĕ умне тăратнă тĕрлĕ отрасльте усă куракан техникăпа, кайран 1800 тăваткал метр лаптăк йышăнакан шатера кĕрсе тăватă рете вырнаçтарнă экспозицисемпе паллашнă.
Республика Пуçлăхĕпе пĕрле куравпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллашнă.

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Регионсен хушшинчи «Регионсем _ чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXVI курава уçнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курнă.
Кунта строительствăн, архитектурăн, электротехникăн, приборсем тăвакансен, хими, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕсен, ял хуçалăхĕн, туризмпа спортăн, банкпа инвестицин, страхлакансен, сыв-
лăх сыхлавĕн, наукăн, вĕрентĕвĕн, транспортăн 100 ытла организацийĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе, продукцийĕпе, пулăшу ĕçĕпе паллаштарнă.
ЧР Пуçлăхĕ малтан Чăваш наци музейĕ умне тăратнă тĕрлĕ отрасльте усă куракан техникăпа, кайран 1800 тăваткал метр лаптăк йышăнакан шатера кĕрсе тăватă рете вырнаçтарнă экспозицисемпе паллашнă.
Республика Пуçлăхĕпе пĕрле куравпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллашнă.
Патăрьелсем те хастар хутшăннă
Район делегацийĕ Улатăр районĕнче тата Шупашкарта июнĕн 23-24-мĕшĕсенче иртнĕ Республика кунĕсен уяв мероприятийĕсене хастар хутшăннă.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă ăстисем Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче этнокультура кил картине сăнарлакан республика конкурсĕнче палăрса утă çи пынине театрализациленĕ мелпе питĕ ĕнентермелле кăтартнă.
Купăсçăсен конкурс-концертне 13 ушкăн хутшăннă. Районти централизациленĕ клуб системинчи "Салам" ушкăн (ертỹçи О. Салмин) "Выля, хут купăс!" тупăшура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Республикăри "Чăваш Ен - Раççей чĕринче!" пĕрлештернĕ хорта Сăкăт халăх хорĕ те (ертỹçи Н. Толстов) юрланă.
Çавăн пекех Акатуйра ветерансем хушшинче кире пукан йăтассипе те тупăшнă. Хăйсен виçе категорийĕнче И. Козлова абсолютлă çĕнтерỹçĕ, Н. Яковлева, Л. Сеприханова, А. Лапшин, В. Семенов призерсем пулнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |