Асăмăртан тухмаççĕ паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2019, 09:38 Просмотров: 190

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирпе-ирех фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă- хурахла тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 1418 куна тăсăлнă вăл.

Çавна май июнĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ патĕнче Асăнупа хурлăх кунĕ ячĕпе митинг иртрĕ.

"Паян эпир сирĕнпе çакăнта ентеш-паттăрсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене хисеплесе пуçтарăнтăмăр. Кашни çемьене тенĕ пекех пырса тивнĕ хуйхă. Йывăр тĕрĕслеве чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ пирĕн çĕршыв. Вилĕмпе куçа-куçăн тăнă салтак паттăрлăхĕ, тылра çĕнтерĕве туптанă çынсен тăрăшулăхĕ нихăçан та манăçмасть, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова.

Митинг вăхăтĕнче "Асăну вахти", "Асăну çурти" акцисем иртрĕç. Çак вăхăтра ачасен ăсталăх çурчĕн педагогĕсем "Асăну çурти" тата "Шурă тăрна" ăсталама вĕрентекен мастер-классем ирттерчĕç. Уçă тỹпе айĕнче вăрçă, çынсен паттăрлăхĕ, йывăрпа иртнĕ 4 çул, совет халăхĕн тава тивĕçлĕ чаплă çитĕнĕвĕ çинчен выставка-композици кăтартрĕç.

Акци вĕçĕнче çунакан çуртасем çийĕн тăрнасемпе кăвакарчăнсем çумне çыхнă вĕрсе хăпартнă шарсене вĕçтерсе ячĕç. Çакă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, ун хыççăн вилнĕ паттăрсене асра тытнине çирĕплетниех пулчĕ.

А. ИВАНОВА 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика