Кзыл Чишмара ырă кăмăллă, ĕçчен çынсем нумай, вĕсенчен пĕри - Х. Хамматов. Вăл 1957 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел пулин те, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Мăшăрĕ 5 ачапа -икĕ хĕр те виçĕ ывăл - тăрса юлнă. Вĕсене пĕчченех ура çине тăратнă.
Халимулла Нуруллович ачасенчен асли пулнă. Паллах, ăна шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхма та, колхозра ĕçлекен амăшне пулăшма та нумай тивнĕ. Апла пулин те вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. 1973 çулта "Ленинец" колхозра" прицепщик пулса ĕçленĕ. 1978 çулта Пăвари ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тутар Республикинчи "За коммунизм" хуçалăхра вăй хума пуçлать. Кунта нумаях тăрăшайман, вăл салтак аттине тăхăнать. 1980 çулта çартан таврăнсан районĕпе кĕрлесе тăракан "Ленинец" колхоза фельдшер-ветеринара вырнаçать. Çамрăк хăйне шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçлать. Пултарулăхне курах 1995 çулта Халимулла Нурулловича Кзыл Чишмари ветеринари участокне ертсе пыма шанаççĕ. Вăл Алманчă тата Кзыл Чишма ял тăрăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрать.
Ялта выльăх тухтăрĕн канăçлăх çук. Ĕнесем, пăрусем чирлесси те, пăруланă чухне е хыççăн специалист сĕнĕвĕ час-часах кирлĕ пулать. Х. Хамматов пулăшу чĕнекенсем патне яланах васкать, вылăха сиплет, хуçисене усăллă канашсем парать. Тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра ирттерет. Паянхи ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть. Унăн тăрăшулăхне пула асăннă ял тăрăхĕсенче хăрушă амак сарăлнă тĕслĕхсем пулман.
Ĕнесене, пушмак пăрусене йăхтарасси чылай ялта пăшăрхантаракан ыйту. Кзыл Чишмари ветеринари участокĕнче 2008 çултанпа выльăхсене искусствăлла майпа йăхтаракан пункт ĕçлет.
Х. Хамматова ялта, ял тăрăхĕнче пурăнакансем, çавăн пекех ĕçре те питĕ хисеплеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене тата ытти шайри наградăсене, 2016 çулта "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" сумлă ята илме тивĕçнĕ. Тăрăшулăхне кура темиçе хутчен те ăна Кзыл Чишма ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйланă. Выльăх тухтăрĕ юрă-ташăра та маттур.
Çемьере килĕшỹ, ăнлану пулсан ĕçре те вăй хума çăмăл. Халимулла Нуруллович пĕр ял хĕрнех мăшăр тунă. Г. Хамматова культура çуртĕнче организаторта тăрăшать. Вĕсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Йăха тăсакансем аслă пĕлỹллĕ, Хусанта тĕпленнĕ. Сăмах май, çемьере аслисене сума сăвасси те йăлара. Пăянăмăшĕпе кинĕ чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Халимулла Нуруллович паян тивĕçлĕ канура, апла пулин те вăл халь те юратнă ĕçĕнчех тăрăшать.
П. КИРГИЗОВ. Алманчă
Ноябрь 2024 |