Ю. Перепелкин Анат Туçа ялĕнче çуралса ỹснĕ. Красноармейски районĕнче вырнаçнă газ уçлакан станцинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăрăшса вăй хунăшăн тата профессиллĕ ăсталăхшăн Юрий Анатольевич темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçнĕ. Вăл çуралнă тăван кĕтес историйĕпе кăсăкланать, хайлавсем çырать. 4 кĕнеке авторĕ. Вĕсене Г. Дубровпа пĕрле калăплать. Юлашкинчи иртнĕ çул Çĕрпỹ издательство çуртĕнче "Ĕмĕртен ĕмĕре" ятпа 100 экземплярпа пичетленсе тухрĕ.
Кĕнеке тăван кĕтесĕн авалхи историйĕнчен пуçланать. Паттăр ен. Анат Туçари йышлă йăх çыннисемпе паллаштарать. Вĕсенчен пĕри - Путенесен йăхĕ. Гербне те тунă. Йăх тымарне сăнарланă кăкăр çине çакмалли "Авăт, авăт, путенеçĕм, сансăр аслă хир кичем" паллă та пур.
Ю. Перепелкин ашшĕ - Анатолий Илларионович - хăй ĕмĕрне "Гвардеец" колхозра бригадирта ĕçлесе ирттернĕ. Ĕçре иксĕлми вăй-хал хурса, канăçа çухатса тимлени хуçалăхра пысăк çитĕнỹсем тума май панă. Тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн ăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе чыс тунă. Савнă мăшăр пĕр-пĕ-ринпе килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса туслă çемьере 56 çул пурăннă. Мария Александровна та колхоз ĕçне хастар хутшăнса çур ĕмĕре çити хуçалăхăн питомникĕнче пахча-çимĕç ỹстернĕ.
Кĕнеке виçĕ сыпăкран тăрать. Ăна библиотекăсенче тупса вулама пулать.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |