Лаптăка юхăнтарсан

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:32 Просмотров: 201

Чăваш Енри 81 çыншăн çĕр налукĕ пысăкрах пулĕ.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пай пуçлăхĕ Р. Петрова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче лаптăксемпе тĕллевлĕ усă курманнипе çыхăннă материалсене налук службине ярса параççĕ. Çавна май хуçисене çĕр налукне ỹстернĕ ставкăпа тỹлеттереççĕ. Налук виçин кадастр хакне кура 0,3 процент вырăнне 1,5 таран ỹстерме пултараççĕ.

Анана çум курăк пусса илнĕ пулсан та хуçисене РФ КоАПĕн 8.7 статйин иккĕмĕш пайĕпе явап тыттараççĕ. Сăмах май, çак статьяпа килĕшỹллĕн уйрăм çынсене 20 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран тỹлеттереççĕ. Штраф виçи пĕчĕк мар. Тен, çавăнпах-тăр юлашки çулсенче лаптăка хăйсене ирĕкĕпе патшалăх харпăрлăхне тавăракансен шучĕ ỹссех пырать. Патăрьел, Çĕрпỹ, Куславкка, Шупашкар, Тăвай, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Элĕк, Етĕрне районĕсенчи вун-вун пайçă çакăн пирки пĕлтернĕ. Пурĕ 326,7 гектар.

Пĕтĕмĕшле илсен иртнĕ çул административлă 81 ĕçе налук службине ярса панă. Пурĕ 560,826 гектар юхăнса выртнине тупса палăртнă. Кунта Элĕк, Шупашкар, Патăрьел, Канаш, Сĕнтĕрвăри, Çĕрпỹ, Мураш, Вăрнар районĕсенчи тĕслĕхсем пирки сăмах пырать.

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика