Сĕт мĕн хак?
Июнĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăра кил хуçалăхĕсенчен 1 литр сĕте вăтамран 16 тенкĕпе илнĕ. Чи пысăк хак – Комсомольски тăрăхĕнче. Кунта 1литр сĕте 19,5 тенкĕпе хакланă. «Урожай» колхоз (Комсомольски районĕ) кил хуçалăхĕсенчен 1 литр сĕте 19,5 тенкĕпе йышăннă. Шăмăршă, Пăрачкав районĕсенчи кăтарту – 16-19 тенкĕ. Елчĕк районĕнче те пĕчĕк тесе калаймăн: 16,5-17,5 тенкĕ. Муркаш тăрăхĕнче 11 усламçă сĕт пуçтарать, анчах пурин те пĕр хак – 16 тенкĕ. Çав хушăрах Вăрнар, Красноармейски, Вăрмар, Тăвай районĕсенчи усламçăсем 1 литр сĕте 14 тенкĕрен ытла хакламан.
Хĕç-пăшала хирĕç
Элĕк районĕн прокуратури «Информаци, информаци технологийĕ тата информацие хÿтĕлесси çинчен» федераци сакунне епле пăхăннине тĕрĕсленĕ май 5 интернет-страницăра çар хĕç-пăшалне вăрттăн сутасси çинчен калакан пĕлтерĕве асăрханă хыççăн суда тавăç тăратнă. Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ прокурор шухăшĕпе килĕшнĕ тата тавăçа туллин тивĕçтернĕ. Суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн çавнашкал интернет-ресурссене чарса лартаççĕ.
Алăра – аттестат
Республикăри шкулсенче сывпуллашу каçĕсем иртеççĕ, шкултан вĕренсе тухакансем аттестат илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – Чăваш Енри вăтам шкулсенчен кăçал 6,1 пин çамрăк вĕренсе тухать. Халĕ вĕсене умра тепĕр çăмăл мар тапхăр кĕтет: институтсемпе университетсене, техникумсемпе колледжсене вĕренме кĕресси. Вĕсенче июнĕн 20-мĕшĕнче йышăну комиссийĕсем ĕçлеме пикеннĕ.
Уголовлă ĕç пуçарнă
Ленин районĕн прокурорĕн тĕрĕслевĕ хыççăн управляющи компанийĕн ертÿçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх – «1-мĕш управляющи компани» пĕрлĕх кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче халăхран коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çак шутра ăшăшăн, вĕри шывшăн килнĕ тÿлевсем те, пухнă укçана ресурссемпе тивĕçтерекен организаци счечĕ çине куçарман, çапла майпа предприятие 1 млн ытла тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Çав укçа-тенкĕпе директор пачах урăх тĕллевпе усă курнă.
Ноябрь 2024 |