ЮТ пурлăха хăй пайтишĕн вăрлани преступлени тĕсĕсенчен пĕри. Шел пулин те районта çакăн пек тĕслĕхсем чакмаççĕ, пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Хăш-пĕр "кукăр алăсем" суту-илỹ магазинĕсенче сăнав камерисене вырнаçтарнине пăхмасăрах хăйсене кирлĕ тавара йăкăртса тухма майне-шывне тупаççĕ. Нумай пулмасть Улатăр районĕнче пурăнакан пĕр арçын тепĕр çынпа килĕшсе татăлса Патăрьелĕнчи "Пятерочка" (Мир урамĕ, 13 "Б" çурт) магазинти сентре çинчен кофене, тăватă плитка шоколада, шурă эрехе (1130 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ) сумкине чиксе тухнă, унтан тарнă. Анчах вĕсем таварĕпе киленсе ĕлкĕреймен, районти полици сотрудникĕсем вĕсене çийĕнчех тытнă. Икĕ туса калаçса татăлса тунă преступленишĕн РФ УКăн 158 статйин 2 пайĕпе айăпланă. Суд сакки çине ларнă гражданинсем паян хăйсен хăтланăвĕшĕн ỹкĕнеççĕ те... Анчах шел, чавса çывăх пулсан та çыртма çăмăл мар.
Ноябрь 2024 |