Килĕшĕве алă пуснă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.07.2019, 09:21 Просмотров: 712

 Атăлçи федераци округĕпе Китай "Атăл - Янцзы" форматпа пĕрле ĕçлесси пирки Мускавра ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă Чăваш Ен делегацийĕ Сычуань провинцин Коммунистсен партийĕн комитечĕн секретарĕн заместителĕпе Дэн Сяоганпа килнĕ ушкăнпа регионсем экономикăпа суту-илỹ енĕпе килĕштересе ĕçлессине сỹтсе явнă, регион ертỹçисем пĕр-пĕрин патне çитсе курасси, тĕрлĕ сферăра (медицинăра, вĕрентỹре тата ытти те) хутшăнса вăй хурасси пирки калаçнă.

Килĕшỹ вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕпе тулли мар яваплă "Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко., ЛТД" пĕрлешỹпе "Сычуань - Чăваш Ен" агропромышленность комплексне аталантарасси" проекта ĕçе кĕртесси пирки алă пуснă. А. ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика