Çут çанталăк пуянлăхне упрасчĕ пĕрлехи вăйпа

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 12:22 Просмотров: 96

Шăнкăртамри "Меслиме" мечĕт-комплексра Раççейри Çемье тата Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалласа, "Асăну сачĕ" акцие хутшăнса "Чăваш Ен халăхĕн экологи тата кăмăл-сипет ăнăçлăхĕн хальхи аталанăвĕнчи чи кирлĕ ыйтусем" ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура, архив тата наци ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богоусловский, ЧР çар комиссарĕ Бахтиер Холиков, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ Алексей Автономов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ЧР мăсăльман Тĕн управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур Хайбуллов, Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Марат Айзатуллов, прихут ертỹçисем, имамсем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Çут çанталăк - пирĕн пуянлăх. Ăна упрассишĕн кашнийĕн тăрăшмалла. Тавралăха тирпейлеме, хисеплеме вĕренессине вара çемьере ачана мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Шăпах çакăн пирки сăмах пычĕ.

 - Хамăр пурăнакан кĕтесе хăтлăрах, илемлĕрех тăвасси, çитес ăру валли те çут çанталăк пуянлăхне тăратса хăварасси - пирĕн тивĕç. Округра "Пăла пуçламăшĕнче" проект ĕçлет. Çавăн пекех "Чи лайăх çăлкуç" конкурс пырать. Юхан шывсене тасатассипе вăй хунисĕр пуçне çĕнĕ çăлкуçсене те тупса тирпейлесе ярассине тимлĕх уйăратпăр, - терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Çырмасене, юхан шывсене, çăлкуçсене паян тирпейлемесен малашне шыв ыйтăвĕ çивĕчленессе палăртрĕ Алексей Автономов. Хăй вăхăтĕнче каснă йывăçсене Пăлапа юхтарнă пулсан паян вăл чылай ăшăхланнă. Ялсенчи пĕчĕкрех юхан шывсем типсе пыни те ăна пăшăрхантарать. Кăнтăр округĕсенче çуллахи вăхăтра типĕ те шăрăх çанталăк тăни шыв запасĕ чакса пынипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Апла пулсан кашни çыннăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумалла та кỹлĕсене, юхан шывсене тасатассипе çанă тавăрса тăрăшмалла. Сăмах май, пĕр пирус тĕпĕ виçĕ кубла метр шыва юрăхсăра кăларнине каларĕ Алексей Николаевич. Эпир вара мĕн кăна пăрахмастпăр-ши?

 Çавра сĕтелĕн теори пайĕ вĕçленсен "Муслиме" мечĕт-комплекс территоринче Хайдар Шрашана халалласа асăну хăми уçрĕç. Шăпах вăл тĕн çурчĕ тавра чăрăшсем лартма укçа уйăрнă пулнă. Унăн ĕçне малалла ачисемпе мăнукĕсем тăсрĕç.

"Çемье" аллейинче те çамрăк мăшăрсемпе килнĕ хăнасем лăсăллă йывăçсем лартрĕç. Çывăх вăхăтра кунта тата симĕсленĕ. Юлашки шăнкăравра Шăнкăртамри вăтам шкулсенчи выпускниксем асăнмалăх хунавсем лартĕç.

- Муниципалитетра тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнать. Шăпах çакă округа вăйлăрах, тĕреклĕрех пулма пулăшать, - терĕ Рудольф Селиванов мероприятие пĕтĕмлетсе.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика