Тылри пулăшу – пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2024, 18:08 Просмотров: 367

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи кашни ялтан тенĕ пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне хỹтĕлев сеткисем, апат-çимĕç, çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти хатĕрсем ăсатаççĕ. Иртнĕ эрнекун Шăнкăртамри вăтам шкулсенчи, ача сачĕсенчи, культура çуртĕнчи коллективсем, ял халăхĕ кар тăнипе черетлĕ гуманитари пулăшăвĕн тиевне çула ăсатрĕç.

- Кĕске вăхăтрах 200 метр ытла хỹтĕлев сетки çыхса хатĕрлерĕç. Халăхпа пĕр шухăшлă пулса ытти кирлĕ хатĕрсене те салтаксене парса ятăмăр: генератор, сварка агрегачĕ, электродсем, пилĕк комплект раци, газ тата сывлăш баллонĕсем, тушенка, ытти апат-çимĕç. Эпир кар тăрса çĕршыв хỹтĕлевçисен ыйтăвне пурнăçлани вĕсене хăвăртрах çĕнтерỹпе таврăнма пулăштăр,- терĕ çак ĕçе йĕркелесе пыракан хастар, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов.

 Çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăх отпуска тăван яла килнĕ Алмаз Кдрасов вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе кирлĕ япаласем парса янăшăн ял-йыша, шкул ачисене ăшă çырăвĕсемшĕн тав турĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика