ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенчи, фермер хуçалăхĕсенчи уй-хир анисем пурте пушанчĕç, кĕр сăнне йышăнчĕç. Кĕлетсемпе управсем куç туллиех. Çавăнпа та малашне туса илнĕ, çитĕнтернĕ продукцие, выльăх апатне кирлĕ пек упрасси тĕп вырăнта пулмалла. Уйрăмах вут-çулăм алхасса шар кăтартасран сыхланни пĕлтерĕшлĕ. Акă, çак кунсенче çеç Пăлапуç Нурăсĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕн управĕнчи утă пушарта çунса кайнă. Пушарниксем инкекĕн сăлтавне пайăрлатаççĕ.
Ку таранччен муниципалитет оругĕнче тĕрлĕрен сăлтавпа 48 пушар тухнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра "01" службăран пулăшу ыйтса шăнкăравланă 42 тĕслĕх пулнă.
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |