Хальхи вăхăтра территори пайĕсем патшалăх сĕнекен программăсене хутшăнса тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртни ялсене хăтлăлатма пулăшать çеç мар, халăха хавхалантарать те. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте малашлăхпа, инфратытăма лайăхлатассипе, хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха тирпей-илем кỹрессипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе çынсен ăнланулăхĕ, пĕрлехи тăрăшулăхĕ ỹссе пынине те палăртса хăварасшăн.
Паллах, кашни ĕçе программăна кĕрсе пурнăçлаймастпăр. Хăш-пĕрне пысăк расхутсемсĕр, пĕрлехи вăйпа та парăнтарма пулать. Акă, эпир Çĕнĕ Ахпỹртре пĕр уйăх ытла ĕнтĕ ял çыннисен хастарлăхĕпе кивĕ масарсен территорийĕсенче (унта виçĕ кивĕ масар та пĕрлешсе кайнă) ашкăрса кайнă йывăçсене касса илсе тухатпăр, тасататпăр. Вуншар çул çын алли тĕкĕнмен сăваплă вырăн майĕпен тирпейленсе пырать.
Субботнике халăх ыйтнипе кашни шăматкун йĕркелетпĕр. Кашнийĕнчех унта 50-60 çын хутшăнать. Пĕрисем моторлă пăчăкăпа йывăçсене касса пыраççĕ, теприсем вĕсене трактор патне сĕтĕреççĕ. Техникăпа пулăшакансем те ял çыннисемех. Шартлама хĕл пуçланса юр çуса лартичченех сăваплă вырăнта субботник йĕркелесшĕн-ха. Тирпейлемелли ĕçĕ кунта çителĕклех. Малашне вара пуçару бюджечĕн конкурсĕнчен пирĕн проект ăнăçлă тухсан çак территорие те карта тытса тирпейлесшĕн. Сăмах май каласан, юнашарти çĕнĕ масар картине те çек мелпех çĕнетрĕмĕр.
Çавăн пекех çакнашкал субботниксене Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайне кĕрекен ытти масарсенче те йĕркелерĕмĕр.
Станислав НИКИТИН, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕ
Январь 2025 |