Тымарсем тарăн пулсан...

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:59 Просмотров: 471

Автор кĕнекен малтанхи пайĕнче хăйĕн несĕлĕсен виçĕ ăрăвне тишкерсе тухать. Вĕсем - мăн аслашшĕ Леонтий Никифорович Никифоров (1874 - 1963 ç.ç.), аслашшĕ Михаил Леонтьевич Никифоров (1904 -1992 ç.ç.) тата ашшĕ Николай Михайлович Никифоров (1924 -2001 ç.ç.). (Ял çыннисем вĕсене ытларах Вазингин хушаматпа çỹренĕ тăрăх пĕлеççĕ. Никифоров тени вара 50-мĕш çулсенче çирĕпленсе çитнĕ). Паллах, вĕсен çемйисене, мăшăрĕсене, пĕр тăванĕсене, ачи-пăчине, тăванĕсене те асăнса хăварнă.

Ярăслав ял хĕрне Татьянăна качча илнĕ Леонтий тĕреклĕ хуçалăх тытса пурăннă. Унăн çурчĕ икĕ пỹртлĕ пулнă, картишĕнче икĕ лаша тăнă, ытти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай усранă. Хăйĕн çемйине тивĕçекен анасемсĕр пуçне вăл ытти çынсенчен те çĕр туянса тыр-пул çитĕнтернĕ. Кунсăр пуçне Тутар Сăкăчĕпе Яманчỹрел тăрăхĕнче те хушма лаптăксем тытнă. Леонтий тĕреклĕ те вăйлă, ĕçчен çын пулнă, йывăр ĕçсене тума ăна мăшăрĕ, хăй пекех паттăр виçĕ ывăлĕ тата икĕ хĕрĕ туллин тĕрев парса пынă. Чи хĕрỹ вăхăтсенче вара ытти тăванĕсем килсе пулăшнă. Çапла пĕтĕм уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Паллах, хăйсем те пĕр канăçа пĕлмесĕр вăй хунă, ĕççи вăхăтĕнче талăкра виçĕ-тăватă сехет кăна çывăрнă. Тепĕр чухне ĕçе васкаса пикенмелле пултăр тесе вырăн çине çăпатисене хывмасăрах выртнă-мĕн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, ахăртнех юхăннă çĕршыва ура çине тăма май паракан çĕнĕ экономика политики (НЭП) сарăлнă вăхăтра, çак тăрăшуллă çемье хăйсен тĕлĕнчи, çурçĕр енчи шырлан патĕнче çил арманĕ те лартма, ял халăхне çăкăр пĕçерме тата выльăхсене çитерме тырă авăртса пулăшма пултарнă.

1927 çулта çĕршывра пуç пулса тăракан парти ВКП (б) хăйĕн 15-мĕш сьездĕнче коллективизаци пуçлама тытнă курс çакăн пек тĕреклĕ те ĕçчен çемьесене капиталистла элементсен, урăхла каласан, пусмăрçăсен шутне кĕртнĕ, кулак класĕ тесе тĕпрен кăклама тĕллев лартнă. Çакăн хыççăнах, 1928 çулта, колхозсем тума пикеннĕ вăхăтра, Леонтий çемйине малтан этем чăтайми пысăк налуксем (тỹлеймесен, пысăк штраф) хурса тултарнă, унтан хăйне, мăшăрне, Михаил аслă ывăлĕпе (кĕнеке авторĕн аслашшĕне) арăмне ялти çын ретĕнчен кăларса суйлав прависенчен хăтарнă, лишенец ярлăк çакса янă. (Ытти тăватă ачи ун чухне суйлава хутшăнма çамрăкрах пулнă-ха). Сăлтавне те шыраса тупнă - Леонтий революциччен тата ун хыççăн çынсене тара илсе ĕçлеттерекен хуçа, килĕнче пĕр тарçă (батрак) тытать-мĕн. Çакăн хыççăн вырăнти влаç органĕсем Леонтие хăрушă (злостный) кулак тесе пĕтĕм çурт-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, пурлăхне (пур пек укçи-тенки, аш-пăшĕ, хаклă япаласем, кĕрĕксемпе тỹшек-минтер таран), тĕрĕссипе каласан, ним хăвармиччен, туртса илме йышăннă. Пурнăçланă та. Активистсем кил вырăнне сỹтсе-пăсса турттарса колхоз валли тĕрлĕ хуралтăсем тума илсе кайнă. Çемйине вара хĕл варринче плант вырăнĕнчен те хăваласа кăларнă. Мĕскĕн йыш сивĕре çĕр чавса нỹхреп-путвал евĕр çĕрпỹрт тунă, кăмака пеккинчен тĕтĕм кăларса Леонтий хăй, мăшăрĕ, кинĕ тата виçĕ мăнукĕ - виççĕри Николай (автор ашшĕ) тата çулталăкри Василий пурăнма пуçланă.

Ун чухне тата Сăкăтра хăш-пĕр кулак тесе шутланакан çемьесене килтен хăваласа кăларнипе кăна мар, Çĕпĕре ссылка ăсатма пикеннĕ ĕнтĕ. Çак шăпа хăйне те халь-халь çитессе пĕлсе Леонтийĕн аслă ывăлĕ, лишенец шутне кĕнĕ Михаил, ялтан тухса тарать, Иваново облаçĕнче пурăнма тытăнать. Арестлесе тĕрмене хупасран шикленнипе вăл яла килсе те курăнман, çĕнĕ çĕрте тепре авланса икĕ ача ỹстернĕ. Çапах та вăл хăйĕн малтанхи çемйине манман, май пур таран пулăшма тăрăшнă. Реабилитаци туса таса ятне тавăрнă хыççăн çеç Михаил яла килкелесе кайнă. Ун патне Иваново хулине кĕнеке авторĕ хăй те хăнана кайса пĕр уйăх пурăнса курнă.

Ссылка тенĕрен, çак хăрушлăх Леонтий пуçĕ çинче те явăнсах тăнă. Пĕринче ял пухăвĕнче ăна та ялтан кăларса ярас пирки ыйту лартнă. Çакăнта ăна хỹтĕлесе калама хăраман пĕр çын (Ершов Иван) тупăнать. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Леонтий Никифорович çăткăн кулак маррине, пачах та урăхла, çынсене ырă туса пурăннине асăнать. Уйрăммăн илсен, 1921-1922 çулсенчи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче вăл вĕсен çемйине выçăпа вилесрен сыхласа хăварнине палăртать. Кун хыççăн ытти çынсем те шавласа кайса Леонтий халăха тырă парса чылай пулăшни пирки калама пуçлаççĕ. Пуху çапла Леонтийпе унăн çемйине ссылка ярассине хирĕç пулать. Ĕç-пуç урăхла сиксе тухсан, шăпи мĕнле пулса тухассине пĕр Турă кăна пĕлес пур.

Кунта çакна та каласа хăвармалла. 1920-1930 çулсенче Сăкăт ялĕнчен кăна пĕр айăпсăр ссылка ăсатнă, ялтан аякри-аякри сивĕ регионсене кăларса янă, "халăх тăшманĕ", "троцкист" е тата урăхла ят парса тĕрмене хупнă çемьесем кăна çирĕм шутланаççĕ. Ку вăл сахалтан та тени. Тĕрĕссипе, вĕсем тата та ытларах пулнă. Мĕн чухлĕ çын шăпине хуçнă, ĕмĕрне кĕскетнĕ, мăшкăл кăтартнă халăха! Сăмах май, Никифоровсен йăхĕнче самана хĕн-хурне асăннă Леонтийĕн ялти Морозовсене качча кайнă Федора хĕрĕн çемйи тата кĕнеке авторĕн кукашшĕн (Ивановсен) çемйи те пысăк асапсем тỹссе чăтса ирттернĕ.

 Петр Николаевичăн ашшĕне, Николай Михайловича, Вазингин хушаматпа çỹренĕскере, эпĕ хам та лайăх ас тăватăп. Вăл колхозăн ĕне фермин заведующийĕнче ĕçлетчĕ. Кунта вăл чĕрĕк ĕмĕр вăй хунă. Пенсие кайсан та çавăнтах учетчикра тăрăшрĕ. Ашшĕсĕр, çурма тăлăх ỹснĕ ача çамрăкранах ĕçе явăçнă. 1943 çулта ăна çара илсе фронта ăсатнă. Кунта вăл Балтика тăрăхĕнчи фронтра çапăçнă, кайран милитаристла Японипе пыракан çапăçусене хутшăннă, 1948 çулта тăван киле таврăннă хыççăн ĕнерхи фронтовик колхозра лашасем пăхма пуçланă. Унтан ăна пултарулăхне кура аслă конюха лартнă... Николай Михайлович ялта сумлă та хисеплĕ çын пулнă. Ăна вăхăтĕнче темиçе хутчен ял Совет депутатне суйланă, колхоз правленийĕн членĕ шутланнă, ун чухнехи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçисен ретĕнче тăнă. Вăл "Красное Знамя" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ" сумлă ята тивĕçнĕ. Николай Михайловичпа мăшăрĕ Нина Сергеевна (хĕр чухне - Иванова) сакăр ача çуратнă, иккĕшĕ чире пула çамрăкла вилнĕ. Ытти улттăшне ура çине тăратнă, аслă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕнеке çыракан ывăлĕ Петр Николаевич - вĕсен тăваттăмĕш ачи пулать. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, хăталлă-тăхлачăллă... Халĕ ĕнтĕ, мăнуксемлĕ те.

Кĕске статьяра Никифоровсен йăхĕ пирки туллин çырса та пĕтереймĕн. Темле йывăр ларăва лексен те çак ратне пуçа усса ларман, тăвалла пулсан та малалла утнă: пĕчĕккĕн çурт-йĕр лартнă, килте тата колхозра е урăх çĕрте ырми-канми ĕçленĕ, ача-пăча çуратнă, патшалăха усăллă çынсем ỹстернĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Хăйсене влаçра тăракансем хăрушă кулак тесе мăшкăланă, тип-шар кăтартнă пулсан та Никифоровсем хăçан та пулсан çакăншăн тавăрас тĕллевпе пурăнманнине, ял халăхне усал туманнине, пачах та урăхла, колхоза, патшалăха усă парас тесе ĕçлесе пурăннине çирĕплетме пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче çĕнтерĕве çывхартас тесе пысăк вăй хунă Сăкăт ялĕнче 52 çынна 1947 çулта "1941-1945 çулсенчи Аслă отечественннăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçшĕн" медальпе наградăданă. Вĕсен шутĕнче Никифоровсен йăхĕнчен кăна тăваттăн: кулак тесе хĕн-хур курнă çемье пуçĕ Леонтий (вăл вăрçă пуçланнă чухне утмăл çиччĕре пулнă), унăн хĕрĕ Мария Леонтьевна Елкина, кинĕ Евдокия Ивановна тата Морозов Василий Ильич мăнукĕ.

Леонтий мăнукĕсем тата вĕсен ачисем, мăнукĕсен мăнукĕсем - аслă тата вăтам вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренсе инженерпа учитель, агрономпа зоотехник, тухтăрпа финансист тата ытти профессисене илнĕ. Илеççĕ те. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕнче сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Тивĕçеççĕ те. Теприсем тата предприятисемпе учрежденисене ертсе пыраççĕ, предпринимательлĕхре ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çапла вăл çутçанталăкра - тымарĕсем тарăн та çирĕп пулсан, тунине тепле касса сиенлесен те йывăç малалла чĕрĕлет, çĕнĕрен ỹсет, сарăлать.

Автор шучĕпе çак кĕнекене Никифоровсен халĕ пурăнакан тăванĕсем тата килес ăрусем валли хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе, вăл ялти Елкинсен, Морозовсен, Ивановсен, Исаковсен тата ыттисен йăхĕсем çинчен çырнă интереслĕ кăларăм та. Апла-тăк, Сăкăт ял историйĕн пĕр паллă пайĕ те пулса тăрать.

Николай ЛАРИОНОВ

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика