Патăрьел çĕрĕ çинче ÿстерес марччĕ Сосновски пултăранне

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:32 Просмотров: 12

ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн ял хуçалăх отрасльне ура çине тăратас тĕллевпе Сосновски пултăранне ÿстерме пуçланă. Вăл питĕ хăвăрт ĕрченĕрен пур çĕрте те тымар янă. Уссинчен ытларах сиенлине пĕлнĕ хыççăн ăна халь пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ.

Сунчăклисен çемйине кĕрекен культура çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларать. Унăн сокĕ çын ÿтне пĕçертсе хăмпăлантарать, куçа суккăрлатма, чечеке ларнă вăхăтра сывлав çулĕсене лексе кăмăла пăтратма, пуçа çавăрма пултарать, аллергипе нушаланакансем сывлаймаççĕ.

Патăрьел округĕнче Сосновски пултăранĕ 35 гектарта çитĕннине палăртнă. 4-5 метр ÿсекенскере пĕтерме хими препарачĕпе пĕр хутчен сапнă. Июлĕн 31-мĕшĕнчен иккĕмĕш хут ятарлă шĕвекпе сирпĕтме пуçăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика