Çулĕпе çамрăк пулсан та чунĕпе харсăр взвод командирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:40 Просмотров: 14

Сăкăтри Фердинантпа Валентина Волковсем кĕркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çакна валли сăлтавĕ те пысăк: Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлĕ отпуска килмелле. Артем килте чухне ашшĕпе амăшĕн чĕри пĕр самантлăха лăштах пулать. Икĕ эрне, шел пулин те, хăвăрт иртет çав. Унтан татах канăçсăр каçсем, йăха тăсаканран шăнкăрав е SMS-хыпар кĕтмелли кунсем пуçланаççĕ...

Çар профессине

ачаран килĕштернĕ

2003 çулта çуралнă Артем Волков (сăн укерчĕкре сылтăмри) ачаранах çар çынни пулма тĕллев лартнă. Спортпа пĕчĕкренех туслашни, Сăкăтри вăтам шкулта вĕреннĕ чух физкультура урокĕсене ертсе пынă Николай Тинюков учитель тĕслĕх вырăнĕнче пулни те ăна çак профессие суйласа илме пулăшнă.

— Юрий Иванович пĕр вăхăт Артемпа пĕрле ăс пухнă ачасен класс ертÿçи те пулнăччĕ. Вĕренекенсем ăна хапăлласа йышăнчĕç. Ывăла çар пурнăçĕн темипе çыхăннă кĕнеке парнеленĕччĕ, уншăн вăл мĕнлерех савăннăччĕ! 11 класран вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти танк училищине çул тытрĕ. Тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн курсант пулса тăчĕ. Кунта та кĕрешекенсен секцине çÿретчĕ, йĕлтĕрпе чупатчĕ. Пĕринче ашшĕпе иксĕмĕре пĕр ăмăртăва курма чĕнсе те илнĕччĕ, — тесе каласа пачĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăра медсестрара тăрăшакан Валентина Волкова.

Тăватă çул сисĕнмесĕрех хыçа тăрса юлнă. 2024 çулхи январьте «Волк» позывнойпа çÿрекен Артем хăйне уйăрнă çар чаçне тухса кайнă. Ик-виç эрне вĕренÿре пулнă хыççăн Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма пуçланă. Çамрăк пулнине пăхмасăрах ăна взвод командирĕ пулма шаннă. Паллах, тин çеç училищерен тухнă 21 çулти яша çăмăл килмен. Ашшĕнчен е унран та аслăрах салтаксемпе ĕçлеме тивнĕ, апла пулсан та хисеп çĕнсе илнĕ.

— Малтанхи вăхăтра шăнкăравласан Артемран мĕнле пурăнни, мĕн ĕçлени пирки ыйтаттăм. «Кайăксене персе кĕтĕм», — тетчĕ. Эпĕ ун чухне вăл «кайăксене» пени пирки шухăшлама та пултарайман. Мана пăшăрхантарас мар тесе малти линине кайни пирки çапла каланă иккен. Кун пирки каярах çеç пĕлтĕм.

2024 çулхи çулла аманса госпитальте выртсах сипленнĕ, хăй суранланни пирки пĕр сăмах та уçман. Çав вăхăтра хамăн питĕ ăш вăркарĕ, ниçта кайса кĕме çукчĕ. Отпуска килсен тин хăйĕнпе мĕн пулнине кăштах каласа пачĕ. «Дрон вĕçсе килчĕ, шăп çав вăхăтра патронсем пĕтсе çитрĕç. Эпĕ вĕçекен хатĕре рукояткăпа мĕн пур вăйран çапрăм та вăл кăшт инçетерех вĕçсе кайса сирпĕнчĕ. Тăна кĕтĕм те ман хăлха та илтмест, куç та курмасть. Контузи пулнă иккен. Фельдшер госпиталех ăсатрĕ, — терĕ. Урине лекнĕ пĕр ванчăка операци тусах кăларнă, — тесе пĕлтерчĕ ывăлĕн пурнăçĕпе паллаштарса Валентина Михайловна. Сăмах май, Артем хăйне пулăшу панă медицина ĕçченĕпе паян та çывăх калаçса тăрать. «Волк» тумĕ çинче чăваш гербне курсан Мускавра тĕпленнĕ Николай Тимкин (сăн укерчĕкре сулахайри) фельдшер хăйĕн асламăшĕ Чăваш Енре, Патăрьел округĕнчи Сăкăтра пурăннине каланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн каччи хăй шăп çав ялтан иккенне пĕлтерсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Калаçу сыпăннă май хăйсем тăвансем пулнине те ăнланнă. Шăпа тени вĕсене ялта мар, вăрçă хирĕнче тĕл пултарнă.

Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ — Çĕнтерÿ çулĕ

Артем вилĕмпе юнашар темиçе хутчен те тăнă. Пĕринче вĕсем пурăнакан вырăнах дрон вĕçсе кĕнĕ, салтаксем тухса ĕлкĕрнĕ. Тепринче урăх тĕле куçнă чух машина çине япаласем тиенĕ. Ыттисем хăйсемпе ялан юнашар çÿрекен рюкзака та унтах хунă. Çав вăхăтра «тимĕр кайăк» килсе техникăна сирпĕтнĕ, мĕн пурри çунса кĕлленнĕ. Юрать-ха никам та аманман. Нумайăшĕн документсене çĕнĕрен тутарма тивнĕ. Сăкăт каччи сумкине хăйĕнчен ниçта та хăварманни ăна кирлĕ хутсене çăлса хăварма май панă.

— Амăшĕн кĕлли ачине тинĕс тĕпĕнчен туртса кăларнă, теççĕ. Ир тăрсан та, каç выртсан та Турăран Артема инкек-синкекрен упрама, тăван тăрăха сывлăхпа çавăрса килме кĕл тăватăп. Комсомольски округĕнчи Шурутри монастыре те çÿретпĕр. Çумĕнче яланах хĕрес, пĕчĕк икон тата пилĕкĕнче 90-мĕш псалом çырнă пиçиххи пур. Хăйне те май пур чухне «Эй, Çÿлти Аттемĕр...» кĕлле калама ыйтатăп. Ăна вăл пăхмасăр пĕлет, — терĕ салтак амăшĕ калаçса ларнă май.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те тыл çара пысăк тĕрев панă. Çынсем хăйсем валли çити-çитми тăратса хăварса вăрçа тырă, какай, тăхăнмалли япаласем ăсатнă. Халĕ те халăх ырă кăмăллăхпа палăрать. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем питĕ нумай. Артем Волков хаклă йышши бронижилет кирлĕ пулнăран ăна туянма пулăшу ыйтнă. Светлана Ляллина индивидуаллă предприниматель социаллă сетьре ертсе пыракан каналта çакăн пирки çырса кăларсан округра пурăнакансем, Сăкăтсем, тăванĕсем Патăрьелĕнчи тĕп больницăри неврологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем пулăшнипе çарта кирлĕ хатĕре илнĕ.

Волонтерсен «Батыревский доброволец» ушкăнĕ те «Волк» тăракан чаçе гуманитарипе темиçе хутчен те çитнĕ. Юлашки вăхăтра Серафим Куделин ячĕпе хисепленекен Шупашкарти «ZOV Победы» ушкăн вĕсем патне çÿрет. Çывăх çыннисем май пур таран кучченеç парса яма, кил ăшшине çитерме тăрăшаççĕ.

«СВО участникĕ», «За храбрость» медальсене тивĕçнĕ Артемăн пурнăçĕнче пĕлтĕр пысăк улшăну та пулнă. Август вĕçĕнче Нурăс хĕрĕпе пĕр çемье çавăрнă. Халĕ ăна ашшĕпе амăшĕ, Мария аппăшĕпе пĕрле Люба мăшăрĕ те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика