Çемьепе пит аван пляж волейболне выляма

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:33 Просмотров: 104

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ «Паттăр» стадион пĕрре те пушă тăмасть. Кунта «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» тата «Картишĕнчи тренер» проектсемпе ачасемпе пĕрлех аслисем те футболла тата волейболла выляма пухăнаççĕ. Ĕç хыççăн шăм-шака çемçетнипе пĕрлех сывлăхĕсене те çирĕплетеççĕ.

Пляж волейболне кăмăллакансем те çак кунсенче çемье командисемпе тĕл пулнă. Вăйă хĕрÿ те кăсăклă иртнĕ, кашнийĕ çĕнтерÿ патне ăнтăлнă. Пьедестал картлаçĕсем çине чи-чи маттуррисем тăма тивĕçнĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Рубцовсем — пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи Пласкинсем — иккĕмĕш, Викторовсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика