Ишлĕ шкулĕнче ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре 48 çул тăрăшнă хисеплĕ педагог-ветерана — Ишлĕре пурăнакан Людмила Алексеевна Владимировăна — ялта çеç мар, таврарисем те лайăх, çывăх пĕлеççĕ. Çур ĕмĕре яхăн вĕрентÿ системинче вăй хунă кăтартуллă учительницăна ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тепĕр яваплă ĕçре те курма хăнăхнă. Людмила Алексеевна 1977 çултанпа суйлав комиссийĕнчи ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе, тÿрĕ кăмăлпа тирпейлесе пырать. Чăн малтанах вăл комисси секретарĕнчен çĕнĕ ĕçе пуçăннă, халĕ юлашки 15 çула яхăн участокри комиссин председателĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пырать.
— Комисси председателĕн тивĕçĕ çăмăл мар. Вăл пысăк яваплăхпа çыхăннă. Çамрăк чухнехипе танлаштарсан, комисси членĕсен ĕçĕ чылай ансатланчĕ. Унччен эпир бюллетеньсене те, протоколсене те пÿрне ыратичченех алăпа, ручкăпа çырнă. Комиссинче яланах ял-йыша çывăх пĕлекен, анлă тавра курăмлă, хастар та пултаруллă членсем ĕçленĕ. Акă, Ольга Краснова, Таня Михайлова та мĕн çамрăкранпах суйлав участокĕнче комисси членĕн тивĕçне паянхи кунчченех тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Кашни суйлавçăна çывăх пĕлеççĕ. Вĕсенчен паянхи çамрăк членсем ырă тĕслĕх илеççĕ.
Сасăлав кунĕ кашни суйлавçăшăн асра юлтăр, ырă кăмăл çураттăр тесе тăрăшатпăр. Çавна май çулсеренех хамăрăн участока кирлĕ пек капăрлататпăр. Пĕлтĕрхи суйлавра, сăмахран, алмаз мозаикипе кăсăкланакансен ал ĕç куравне йĕркелерĕмĕр. С. Едифанова, С. Газеева тата ыттисен ĕçĕсемпе чылайăшĕ кăмăлтан паллашрĕç.
Суйлав кунĕнчи паллă пулăмсене те пĕр йĕрсĕр ирттерсе ямастпăр. Çак кунпа тÿр килекен юбилейçĕсене, çуралнă кун ячĕпе комисси членĕсемпе пĕрле саламлатпăр. Ырă йăлана малашне те тăсасшăн. Иртнĕ çул Ишлĕри Красновсене çемье çавăрнăранпа 45 çул çитнĕ ятпа чыслăн саламларăмăр,— кăмăлтан аса илет хăйĕн яваплă ĕçĕнчи самантсене Людмила Алексеевна.
Хисеплĕ педагог-ветеран, хастар общественник пурнăçра мĕнпе кăсăкланать-ха?
Сăваплă çул çÿрев, чиркÿ, мăнастир çулĕсене такăрлатни — унăн чун киленĕçĕ. Кăçал çеç вăл çула тухакансен сăваплă ушкăнĕпе Екатеринбурга, Мускава, Уфана çитсе курнă. Валаама, Карелине, Грузине, Белоруссие, Молдавине тата ытти çĕрте ушкăнпа пулни те ырă аса илÿ çеç çуратнине, хамăрăн тĕн йăли-йĕркине çывăхрах пĕлме, тавра курăма анлăлатма, чуна пуянлатма пулăшнине палăртрĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ
Общество хастарĕ, кăтартуллă анне, асанне, кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче иртекен РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне те комисси председателĕн тивĕçĕпех хутшăнакан Людмила Владимирова суйлав, сасăлав йĕркине мĕнле хак парать-ха?
— Пирĕн çемьере суйлава хутшăнасси çирĕп йĕрке пулнă. Эпĕ яланах манăн сассăм çĕршыв, республика, округ аталанăвĕшĕн, ырă малашлăхшăн, хăтлă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ тесе шутлатăп,— палăртрĕ вăл çирĕппĕн хăйĕн шухăшне.
Çакна та аса илме кăмăллă: Людмила Алексеевна Владимирован суйлав комиссийĕнчи хастар ĕçне РФ Тĕп суйлав комиссийĕ пысăк хак панă. 2024 çулта вăл çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн «За заслуги в организации выборов» хисеп паллине илме тивĕçнĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
