Пушартан пĕрлехи вăйпа асăрханмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:31 Просмотров: 105

ПУШАР тухас хăрушлăхран асăрхаттарас тĕллевпе Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем ялсенче профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсем Патăрьелĕнчи Талвир урамĕнче пурăнакансем патне çитнĕ. Вут-çулăмран асăрханмалли тĕп йĕркесемпе, инкекре мĕнле тытмалли пирки ăнлантарса панă, çавăн пекех памяткăсем панă.

Сăмах май, çак кунсенче Çĕнĕ Ахпÿртре автомашина, Патăрьелĕнчи Киров урамĕнче хваттер, Кивĕ Катекре мунча пушарта сиенленнĕ.

Вут-çулăмпа кĕрешекенсем çанталăк шăрăх чухне уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтереççĕ: çулăмпа асăрхануллă усă курмалла, электропроводкăсемпе электроприборсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла, кил-çуртра, хуçалăхра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. Çулăм йăлкăшнине курсанах 101 е 112 телефонпа шăнкăравламалла.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика