Чикĕ хуралçисем хăйсен "энциклопедине" презентацилерĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:24 Просмотров: 312

РАЙОНТИ пограничниксемпе ытти хастарсен аллине лекнĕ "Я служил на границе" кĕнекен типографин сăрă шăрши те кайса пĕтмен темелле. Районти "Пограничное братство" пуçарăвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пограничник ветерансем пирки кăларнă энциклопеди (çакăн пек каласан та йăнăш пулмĕ)- район историйĕшĕн те пысăк ĕç пулчĕ. Кунта тĕрлĕ çулта Тăван çĕр-шывăн чиккине хуралланă 1119 салтак-ветеранăн пурнăçĕпе службăри ĕçĕ пирки çутатнă.

Иртнĕ эрнере районти централизациленĕ тĕп библиотекăра асăннă кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Унта республикăри пограничниксен "Пограничное братство" обществин районти уйрăмĕн председателĕ А. Быков, унăн çумĕсем М. Харитоновпа Н. Тинюков, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пограничниксен кадет класĕн хастарĕсем, вулакансемпе библиотека ĕçченĕсем хутшăннă. Вулавăшăн информаци центрĕн заведующийĕ Любовь Титова çĕнĕ кĕнекен презентаципе паллаштарнă май, библиотекăра ытти кĕнекепе юнашар вырăн тупнă "чун апачĕ" çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

- Юлашки вăхăтра район библиотекин фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланни савăнтарать. Çакă вулакансен йышне тата ытларах ỹсме пулăшать,- тенĕ библиотека директорĕ А. Овчинникова вулавăша парнеленĕ çĕнĕ кĕнекешĕн тав туса.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика