Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче кашни ушкăнрах кĕр пуянлăхĕн куравне ирттерчĕç. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕ палăрчех. Çитĕнекен ăру çывăх çыннисемпе пахча-çимĕçпе улма-çырларан тĕрлĕ композици калăпланă. Тĕлĕнмелле илемлĕ ĕçсем ачасене хăйсене те, кунта ĕçлекенсене те савăнтарчĕç.
Г. КИРГИЗОВА, ача сачĕн воспитателĕ
Ноябрь 2024 |