Пĕрремĕш тĕл пулу

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:45 Просмотров: 287

Районти ача-пăча библиотекинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пĕрремĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулу иртрĕ. Библиотекарьсем вĕсене вулакансен йышне илчĕç. Анчах ачасен тĕрлĕ йывăрлăх урлă каçмалла пулчĕ: юмахсенчи сăнарсене пĕлмелле, тупмалли юмахсене хуравламалла.

Н. Носов произведенийĕсенчи "Незнайка" сăнар "Асамлă тĕнчен Королеви" патне çитсе килме пулăшрĕ. "Кĕнеке хуçи" ачасене хăйĕн патшалăхĕпе паллаштарчĕ. Библиотекăра харпăй-хăйне мĕнле тытмалли, кĕнекепе мĕнле усă курмалли йĕркесем çинчен каласа пачĕç.

Юмахри "Хоттабыч старик" тата "Айболит тухтăр" сăнарсем ачасемпе тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç.

Пĕрремĕшсем (класс ертỹçи Н. Антонова) те пушă алăпа килмен. Пурин валли те кĕнеке çинчен илемлĕ сăвăсем вуласа пачĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика