Эпир тăван ен историйĕпе кăсăкланатпăр. Краеведени кружокне çỹретпĕр. Нумаях пулмасть Йĕпреçри этнографи музейĕнче пултăмăр. Унта пире Л. Казакова вĕрентекен илсе кайрĕ.
Йĕпреçри этнографи музейĕ 1,5 гектар йышăнать. Вăл 38 çул каялла уçăлнă. Çакнашкалли республикăра та пĕрре çеç.
Музейри арман, хура мунча, пỹрт, кĕлет, тимĕрçĕ лаççи тата ыттисем те пире чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулăшрĕç. Вăрçă паттăрĕ А. Мересьев та Йĕпреçри госпитальте сипленнине пĕлтĕмĕр. Картина галерейинче Немцев художник ĕçĕсемпе паллашрăмăр.
Паттăрсен паркĕнче вертолет, пушкăсем, палăксем вырнаçтарнă. Унта уçăлса çỹрерĕ- мĕр. Экскурси кăмăла кайрĕ.
А. КАДУКОВА. Çĕнĕ Ахпỹрт
Ноябрь 2024 |