Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне паллă тунă чухне Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче обществăлла апатлану предприятийĕсем, çăкăр пĕçерекенсем тата уйрăм çынсем хăйсем хатĕрленĕ продукцисен куравне те йĕркелерĕç.
"Нива", "Браво", "Шерхан" кафесем тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ. "Союз" пĕрлешỹ пĕçерсе кăларнă "сăмавар", "чечексем" кашнийĕн куçне илĕртрĕç. Р. Санзяпов аш-какайран тата сĕтрен тунă продукцисемпе сăйларĕ. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсем те хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Уйрăм кондитерсем - Л. Асеинова, Р. Крганова, Э. Шакурова - уява тортсемпех çитнĕ.
Тỹресем курав-конкурсра "Шерхан" кафепе Эльвира Шакурова кондитер (ỹкерчĕксенче) çĕнтернине палăртрĕç, ыттисене дипломсем парса хавхалантарчĕç.
О. ПАВЛОВА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |